

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Удмурт Республикин пуҫлӑхӗпе Александр Бречаловпа тӗлпулу ирттернӗ. Кун ҫинчен июлӗн 10-мӗшӗнче Кремль сайчӗ ҫинче пӗлтернӗ.
Калаҫу регионти социаллӑ пурнӑҫпа экономика лару-тӑрӑвӗ çинчен пулнă: сывлӑх сыхлавӗ, строительство, транспорт сфери. Республика ертӳҫи Президентпа СВОна хутшăнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшу парас ыйтусене сӳтсе явнӑ.
"Маншӑн, республика пуҫлӑхӗшӗн, Удмурт командишӗн, пирӗн боецсемшӗн, вӗсен ҫемйисен членӗсемшӗн тӑрӑшасси халӗ тӗп задачӑсенчен пӗри. Эпӗ яланах вĕсен тӑванĕсемпе тата ҫывӑх ҫыннисемпе тӗл пулатӑп, пӗр тӗлпулура хамӑр мобилизациленӗ полкӑн дисклокацийӗ пулнӑ вырӑна хам кайса килме сӑмах патӑм", — каласа панă Бречалов.
Вӑл регионта медицина пулӑшӑвне тата реабилитацине уйрӑм тимлӗх уйӑрнине палӑртнӑ.
Ҫавӑн пекех вӑл регионта пилӗк ҫул хушшинче 54 ача сачӗ туни ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫапах та Путин регионти черетсемпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва хальлӗхе татса паманни ҫинчен пӗлтернӗ. Бречалов лару-тӑрӑва тӳрлетме сӑмах панă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: РФ Президенчӗн официаллӑ сайчӗ.