Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
14 Июлӗн 2023, 10:49

Пушкӑртстан апат-ҫимӗҫне "Вкусы России" гастрономи фестивалӗнче тӑратнӑ

"Вкусы России" гастрономи фестивалӗ Мускавра 2023 ҫулхи июлӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа 16-мӗшӗччен иртет.

Пушкӑртстан апат-ҫимӗҫне "Вкусы России" гастрономи фестивалӗнче тӑратнӑ
Пушкӑртстан апат-ҫимӗҫне "Вкусы России" гастрономи фестивалӗнче тӑратнӑ


"Вкусы России" гастрономи фестивалӗ Мускавра 2023 ҫулхи июлӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа 16-мӗшӗччен иртет. Фестиваль – Раҫҫей Ял хуçалăх министерстви Владимир Путин Президент хушнипе 2020 ҫултанпа пурнӑҫлакан апат-ҫимӗҫ продукчӗсене регионти брендсене малалла тӑсмалли анлӑ программӑна пурнӑҫламалли ҫӗнӗ тапхӑр.

Манеж площачӗпе столица округӗсенче 25 площадка Мускав ҫыннисемпе столица хӑнисене илĕртекен вырӑн пулса тӑнӑ. Кунта хӑйсен продукцине ҫӗршывӑн 70 регионӗнчен 330 ытла производитель сӗнеҫҫӗ. Продуктсен нумай брендне потребительсем шӑпах гастрономи фестивальне пула пӗлеҫҫӗ.

Пушкӑртстан производителĕсем фестиваль хӑнисене йӑлана кӗнӗ продуктсем пек, пӗтӗм ҫӗршывӗпе паллӑ ҫӗнӗ япаласем пек, ҫӗнӗ фестивальте сӗннĕ. Белорецк районӗнчи Дмитрий Дубровский гастрономи праҫникне пӗр тонна пыл тата хурт-кӑпшанкӑ продукцийӗ илсе килнӗ. 600 килограмм чак-чака Федоровка районӗнчи Зульфия Насырова хатӗрленӗ. Илиш районӗнчи Рустем Гильданов столицӑна 500 килограм аш-какай, казылык тата типӗтнӗ хурсем илсе килнӗ. Ҫавӑн пекех корот, талкан, килти салма тата бишбармак фестивале тӑратнӑ. Дмитрий Дубровский каланӑ тӑрӑх, пушкӑрт пылӗпе интересленесси кĕтнинчен те иртсе кайнӑ – прилавок патне пыракансенчен кашниех мĕн те пулин туяннă. Пирӗн производительсем хӑйсем те ытти регионсенчи апат-ҫимӗҫ продукчӗсен тӗрлӗ енӗпе тата колоричӗпе киленсе паллашнӑ.

Гастрономи фестивалӗн йӑпану программинче 550 ытла мастер-классемпе кулинари шоусем, пултарулӑх коллективӗсем нумай тухса калани. Фестиваль площадкисенче 800 пин ытла ҫын кӗтет. Иккӗмӗш "Вкусы России" гастрономи фестивалӗн организаторӗ – Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерствипе пӗрле Мускав правительстви.

https://svetput.ru/news/common_material/2023-07-13/produkty-iz-bashkortostana-predstavili-na-vtorom-gastronomicheskom-festivale-vkusy-rossii-3338291

 

 

Пушкӑртстан апат-ҫимӗҫне "Вкусы России" гастрономи фестивалӗнче тӑратнӑ
Пушкӑртстан апат-ҫимӗҫне "Вкусы России" гастрономи фестивалӗнче тӑратнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: