Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
8 Августӑн 2023, 10:51

Пушкӑртра инвестор ҫул хӗрринчи ҫӗнӗ комплекс тума 60 млн тенкӗ хывма палӑртать

Уфара "Инвестчасăн" черетлӗ ларӑвӗнче регионӑн инвестици комитечӗ "Мята" компанийӗпе — Кумертаура ҫул хӗрринчи ҫӗнӗ комплекс тӑвас ӗҫ пуҫарӑвӗпе инвестицисене хӳтӗлесси тата хавхалантарасси ҫинчен калакан килӗшӗве ырланă.

Пушкӑртра инвестор ҫул хӗрринчи ҫӗнӗ комплекс тума 60 млн тенкӗ хывма палӑртать
Пушкӑртра инвестор ҫул хӗрринчи ҫӗнӗ комплекс тума 60 млн тенкӗ хывма палӑртать

Уфара "Инвестчасăн" черетлӗ ларӑвӗнче регионӑн инвестици комитечӗ "Мята" компанийӗпе — Кумертаура ҫул хӗрринчи ҫӗнӗ комплекс тӑвас ӗҫ пуҫарӑвӗпе инвестицисене хӳтӗлесси тата хавхалантарасси ҫинчен калакан килӗшӗве ырланă. Маларах проекта регионӑн приоритетлӑ инвестпроектсен переченьне кӗртнӗ, ҫавӑн пекех масштаблӑ тесе йышӑннӑ. Ҫакӑ инвестора суту-илӳ тумасӑр ҫӗр лаптӑкне проекта пурнӑҫлама илме май панă.

ПР правительствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инвестор проекта пурнӑҫлама 60 млн тенкӗ хывма палӑртать, хальхи 11 ӗҫ вырăнне 16 таран ӳстерет. Проект концепцийӗ ҫул хӗрринчи комплекс тума, кафепе, гостиницӑпа тата çăк турттармалли автомобильсем валли хӑтлӑ условисем йӗркелеме тата автомобильсен хӑрушсӑрлӑхне ӳстерме, ҫавӑн пекех республикӑра пассажирсемпе çăк турттармалли машинӑсене пахалӑхлӑ пурнӑҫлама палӑртать.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Ксения Калинина.

https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-08-08/v-bashkirii-investor-planiruet-vlozhit-60-mln-rubley-v-stroitelstvo-novogo-pridorozhnogo-kompleksa-3376555

 

 

Пушкӑртра инвестор ҫул хӗрринчи ҫӗнӗ комплекс тума 60 млн тенкӗ хывма палӑртать
Пушкӑртра инвестор ҫул хӗрринчи ҫӗнӗ комплекс тума 60 млн тенкӗ хывма палӑртать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: