ООО "ДЕЛЬТА" ҫӗвӗ ҫӗлекен предприятин "Бижбулякский" производство участокӗнчи çĕвĕçĕсем ӗҫ тумтирӗ ҫӗлеççĕ.
Сисӗнмесӗрех икӗ уйӑх иртрӗ, райцентрта "Бижбулякский" ШП ООО производство участокӗ уҫӑлнăранпа. Ҫӗнӗ предприятин ӗҫ кунӗсем ҫинчен производство участокӗн начальникӗ Евгения Гончарова каласа парать.
— Пирӗн коллективра ӗҫлекенсен пӗрлехи шучӗ хальлӗхе уçнă чухнехи пекех юлать-ха, - тет Евгения Андрияновна. — Çĕвĕçсем икӗ сменӑпа ӗҫлеҫҫӗ: икӗ кунран 12 сехет ӗҫ йӗркипе. Эпир заказпа ҫӗлетпӗр. Пирӗн заказчик шырамалла мар, кампа та пулин малтан калаҫса татӑлмалла мар. Заказ республикӑн тӗп хулинче вырнаҫнӑ тӗп предприятирен килет. Ҫавӑнпа та конкретлӑ ӗҫе пурнӑҫлама кирлӗ материала малтанах Уфари склачӗсенчен Пишпÿлеке тăратаҫҫӗ. Паллах, ӗҫе пурнӑҫламалли калӑпӑшлӑ планлӑ цифрӑсем те пур. Эпир вӗсене пӗр пӑркаланмасӑр пурнӑҫлатпӑр. Ӗҫ укҫи вӑхӑтра тата пӗр чӑрмавсӑр тӳлеççĕ. Кадрсен килни-кайни ҫук. Ҫавӑн пекех эпир Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлӑ "Цифра оборудованийӗ пӗлмелли оператор" специальноçа вӗренмелли ушкăна пухатпăр. Ушкăна пухасси пырать-ха. Вӑл вунӑ ҫынран тӑрĕ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.