Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
1 Сентябрӗн 2023, 18:39

РФ правительстви бюджетниксен ӗҫ укҫи валли хушма 30 миллиард тенкӗ уйӑрӗ

Ку укҫана вӗренӳ, сывлӑх сыхлавӗ, наукӑпа культура учрежденийӗсен уйрӑм категорийӗсем валли уйӑрнӑ.

РФ правительстви бюджетниксен ӗҫ укҫи валли хушма 30 миллиард тенкӗ уйӑрӗ
РФ правительстви бюджетниксен ӗҫ укҫи валли хушма 30 миллиард тенкӗ уйӑрӗ


Бюджет сферинче ӗҫлекенсен ӗҫ укҫине ӳстерме 30 миллиард ытла тенкӗ хушма уйӑрӗҫ, - пӗлтернӗ федераци правительствин ларӑвӗнче унӑн ертӳҫи Михаил Мишустин. Ку укҫана вӗренӳ, сывлӑх сыхлавӗ, наукӑпа культура учрежденийӗсен уйрӑм категорийӗсем валли уйӑрнӑ.

Май уйӑхӗнчи указсене ӗҫе кӗртекен бюджетниксемшӗн ӗҫ укҫин пӗтӗмӗшле фондне кӑҫалтан пуҫласа пысӑклатнӑ.

Премьер-министр иртнӗ эрнере пулса иртнӗ стратегилле аталану тата нацпроектсем енӗпе канаш ларӑвӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫакӑн пек специалистсен ӗҫ укҫине ӳстернине тимлӗхе чакарма юраманнине асӑрхаттарнă.

https://www.bashinform.ru/news/politics/2023-09-01/pravitelstvo-rf-vydelit-dopolnitelnye-30-mlrd-rub-na-zarplaty-byudzhetnikov-3415239

 

РФ правительстви бюджетниксен ӗҫ укҫи валли хушма 30 миллиард тенкӗ уйӑрӗ
РФ правительстви бюджетниксен ӗҫ укҫи валли хушма 30 миллиард тенкӗ уйӑрӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: