-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Потенциаллă инвестор Пушкӑртра премиум-класлă эко-отель тума шутлать. Ун пек проект вăл Мускав облаҫӗпе Краснодар крайӗнче пурнӑҫланӑ ӗнтӗ. Уфара тата ҫывӑхри районсенче вырнаҫнӑ площадкӑсене пӑхса тухаҫҫӗ. Проекта 200 млн тенке яхӑн хывма палӑртнӑ, 20-40 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ. Кун пирки Пушкӑрт правительствин пресс-службинче пӗлтернӗ.
Маларах "Башинформ" республика федераци бюджетӗнчен модульлӗ отельсем тума хушма 672 млн тенкӗ илет тесе пӗлтернӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Радий Хабировăн телеграм-каналӗ.
https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-09-18/v-bashkirii-postroyat-eko-otel-premium-klassa-3443635