#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин правительствӑна Монголипе Хӗвеланӑҫ Китай урлӑ Центральнӑй-Еврази транспорт коридорне туса хурассине пӑхса тухма хушнӑ. Кремль сайтӗнчи октябрӗн 11-мӗшӗнчи хушусен списокӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, 2024 ҫулхи февралӗн 15-мӗшӗччен пурнӑҫламалли срока палӑртнӑ.
"Центральнӑй Еврази транспорт коридорне Монголипе Хӗвеланӑҫ Китай урлӑ йӗркелесси ҫинчен калакан ыйтӑва пӑхса тухмалла тата ӑна йӗркелес тӗлӗшпе пулма пултаракан мероприятисем ҫинчен сĕнÿсем тӑратмалла", - тесе палӑртнӑ распоряженинче.
Хушусен ҫӗнӗ переченьне Президент 2023 ҫулхи августӑн 31-мӗшӗнче Красноярск крайĕн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн ыйтӑвӗсемпе иртнĕ канашлу итогӗсем тӑрӑх ҫирӗплетнӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА/Павел Бедняков.
https://iz.ru/1588544/2023-10-12/putin-poruchil-rassmotret-sozdanie-transportnogo-koridora-cherez-mongoliiu-i-kitai