Пушкӑрт электронлӑ промышленноҫ сферинче промышленноҫ технопаркӗсен инфратытӑмне аталантарма 504 млн федераци укҫи-тенкине илет. Укҫа-тенкӗ уйӑрассине ҫирӗплетекен постановлени ҫине правительство председателӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
Субсидисем технопарк компанийӗсен управляющийӗсене промышленноҫ инфратытӑмӗн объекчӗсене проект тума, строительствӑна е ҫӗнетме, оборудовани туянма, ҫавӑн пекех промышленноҫ корпусӗсене инженер сечӗсем ҫумне технологи тӗлӗшӗнчен ҫыхӑнтарма май параҫҫӗ.
"РВ-1" радиоэлектронлӑ технопарк проекчӗ электронлӑ промышленноҫ сферинче объектсем тума палӑртнӑ. 2030 ҫул тӗлне 370 ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме, радиоэлектронлӑ промышленность резиденчӗсене продукцийӗн вӑй-хӑватне туса кӑларма палӑртнӑ 3,6 миллиард ытла тенкӗ шутланать.