Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
16 Октябрӗн 2023, 14:16

Путин ҫулталӑк вӗҫнелле Китайпа тавар ҫаврӑнӑшӗ 200 миллиард доллара çитессе шанать

#владимирпутин

Путин ҫулталӑк вӗҫнелле Китайпа тавар ҫаврӑнӑшӗ 200 миллиард доллара çитессе шанать
Путин ҫулталӑк вӗҫнелле Китайпа тавар ҫаврӑнӑшӗ 200 миллиард доллара çитессе шанать

#владимирпутин
Раҫҫейӗн ҫулталӑк вӗҫнелле Китайпа тавар ҫаврӑнӑшӗ 200 миллиард доллар паллине çитме май пур, ун çинчен РФ Президенчӗ Владимир Путин Китай Медиакорпорацийӗн интервьюнче пӗлтернӗ, текста Кремль сайтӗнче пичетлесе кӑларнӑ.
"Эпӗ ун пирки иккӗленместӗп, асӑрханарах, тӗрӗссипе пӗрех калӑпӑр. Пирӗн малтанхи тапхӑрта тавар ҫаврӑнӑшӗ 32 процентпа танлашнӑ. Ку вăл питӗ лайӑх ӳсӗм. Ҫулталӑк вӗҫӗнче эпир 200 миллиард доллар тӳлесе татмалли план тӑватпӑр тесе шутлама пур майсем те пур", - тенӗ вӑл.

Путин палӑртнӑ тӑрӑх, Мускавпа Пекин экономика хутшӑнӑвӗсем ҫултан-ҫул диверсификациленеҫҫӗ. Китайпа Раççей пӗрле тӑвакан отрасльсен йышне ӳстереҫҫӗ. Раҫҫей Президенчӗ каланӑ тӑрӑх, ҫӗршыв энергетика сферинче, автопромра, карапсем тӑвас тата авиастроени енӗпе пӗрле ӗҫлессине анлӑлатаҫҫӗ.

Сăнÿкерчĕкĕ: ТАСС/Сергей Бобылев.
https://iz.ru/1589990/2023-10-16/putin-sprognoziroval-rost-tovarooborota-s-kitaem-do-200-mlrd-k-kontcu-goda

 

Путин ҫулталӑк вӗҫнелле Китайпа тавар ҫаврӑнӑшӗ 200 миллиард доллара çитессе шанать
Путин ҫулталӑк вӗҫнелле Китайпа тавар ҫаврӑнӑшӗ 200 миллиард доллара çитессе шанать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: