Çутă çул
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянă
Пур хыпар та
10
Экономика
19 Октябрӗн 2023, 12:39

Пушкӑртра газ заправкисен шучӗ ӳснӗ

Халӗ вӗсем республикӑра 51 шутланаҫҫӗ.

Пушкӑртра газ заправкисен шучӗ ӳснӗ
Пушкӑртра газ заправкисен шучӗ ӳснӗ

Халӗ вӗсем республикӑра 51 шутланаҫҫӗ.
Пушкӑрт - газомоторлӑ çункăç рынокне аталантарас енӗпе малта пыракан регионсенчен пӗри, вӑл альтернативлӑ бензин тата дизель çункăçĕ шутланать.

"Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ пирӗн регионта 50 ытла автомобиль газ тултаракан компрессор станцийӗ ӗҫлет, ҫав станцисем кунран-кун ӳссе пыраҫҫӗ. Нумаях пулмасть "Уфимский" индустри паркӗпе юнашар газозаправка станцийӗ уҫӑлнӑ. Газомоторлӑ çункăç ҫине куҫни регион экономикипе автомобилистсемшӗн ҫӗнӗ майсем парать.

Пушкӑртстан газозаправка станцисен сетьне анлӑлатас тӗлӗшпе хастар ӗҫлет.
Бензинран йÿнерех газ хакӗ, автомобиле газ ҫине куҫарни те хаклах мар. Унсӑр пуҫне, газ тавралӑха начар витӗм кӳмест, çакă Пушкӑртри пысӑк хуласенчи таса мар сывлӑш условийӗсенче уйрӑмах кирлӗ.
Регионта транспорта ҫутҫанталӑк газӗ ҫине куҫарма пулӑшмалли ҫӑмӑллӑхлӑ программа малалла тӑсӑлать: ПР Правительстви ҫак тӗллевсем валли 89,3 млн тенкӗ 2023 ҫулта тата 58,4 млн тенкӗ 2022 ҫулта уйӑрнӑ.
Пушкӑрт налук тӳлекенӗсем, автомобиле газомоторлӑ топливӑра ӗҫлеме хатӗрленӗ пулсан, транспорт налукӗн 50 процентне тӳлессинчен хӑтӑлаҫҫӗ. 2023 ҫулта газа 3674 транспорт хатӗрне куҫарасса кӗтеҫҫӗ. Ҫӗнӗ газозаправка станцийӗсем тума палӑртнӑ. Регион правительстви "Çутҫанталӑк газӗпе 2024-2030 ҫулсенче моторлӑ топливо вырӑнне усӑ курассине анлӑлатасси" программӑна туса хатӗрлет.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-10-18/v-bashkirii-vyroslo-kolichestvo-gazovyh-zapravok-3483535

 

Пушкӑртра газ заправкисен шучӗ ӳснӗ
Пушкӑртра газ заправкисен шучӗ ӳснӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: