Çутă çул
+17 °С
Облачно
Экономика
19 Октября 2023, 07:50

Путин РФ тата Китай энергетика тĕлĕшпе пĕрле ĕçлесси ҫинчен пӗлтернӗ

#владимирпутин

title
Путин РФ тата Китай энергетика тĕлĕшпе пĕрле ĕçлесси ҫинчен пӗлтернӗПутин РФ тата Китай энергетика тĕлĕшпе пĕрле ĕçлесси ҫинчен пӗлтернӗ
Путин РФ тата Китай энергетика тĕлĕшпе пĕрле ĕçлесси ҫинчен пӗлтернӗ

#владимирпутин
Раҫҫейпе КНР энергетика енĕпе пĕрле ӗҫлени активлӑрах та нумай планлӑ пулса тӑрать. Кун пирки октябрӗн 19-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин пӗлтернӗ.

"Раҫҫей Федерацийӗпе Китай Халӑх Республики хушшинчи стратегилле пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса вӗҫӗ-хӗррисӗр ӗҫлесси пысӑк шая ҫитнӗ, малалла та кал-кал аталанаҫҫӗ. Ҫак хутшӑнусен тӗп сыпӑкӗсенчен пӗри энергетика пӗрлӗхӗ пулса тӑрать, вӑл активлӑрах та нумай планлӑ пулса тӑрать", - тенӗ патшалӑх пуҫлӑхӗн телеграм-каналĕнче Раҫҫейпе Китайри V Энергетика бизнес-форумне хутшӑнакансене.

Путин нефтьпе газ секторӗнче, ҫавӑн пекех мирлӗ атом сферинче икӗ ҫӗршыв проекчӗсем йӗркеллӗ пурнӑҫланнине палăртнă. Ҫавна пула РФран КНРа энергоресурс тытӑмӗсене çитерессин калӑпӑшӗ ÿснине палӑртнӑ вӑл.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ИЗВЕСТИЯ/Константин Кокошкин.
https://iz.ru/1591916/2023-10-19/putin-zaiavil-ob-aktivnom-energeticheskom-sotrudnichestve-rf-i-kitaia

 

Путин РФ тата Китай энергетика тĕлĕшпе пĕрле ĕçлесси ҫинчен пӗлтернӗ
Путин РФ тата Китай энергетика тĕлĕшпе пĕрле ĕçлесси ҫинчен пӗлтернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас