Кун пирки республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Уфари "Легпром" форумӑн пленум ларӑвӗнче тухса каланӑ.
Хальлӗхе регион производствин калӑпӑшӗ пĕр процентран кая мар йышӑнать. Анчах республикӑра отрасле аталантарма шутлаҫҫӗ, ҫакна пысӑк пулӑшу мерисемпе ҫирӗплетсе параҫҫӗ.
Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, юлашки ҫулсенче республика производителӗсем чӗртавар тата оборудовани туянма ҫур миллиард тенке яхӑн бюджет субсидийӗсемпе усӑ курма пултарнӑ. Çакă хӑйӗн результачӗсене кӑтартнă, вара пулӑшу мери малалла та ӗҫлӗ.
Халӗ регионта пулӑшу мерисем туса хатӗрлеҫҫӗ. Ҫӑмӑл промышленноҫ продукцине сертификацилеме тӑкаксен пӗр пайне саплаштарма май пуррине тишкереҫҫӗ. Приоритетлӑ статус илни çăмăл промышленноçăн предприятийӗсене пуҫарусене пурнӑҫлама налук ҫӑмӑллӑхӗсем тата тӑкаксен пӗр пайне саплаштарассине шанма май парать. Ҫавӑн пекех пӗчӗк бизнес аталанӑвӗн программисен шайӗнче лайӑх енсем пулма пултараҫҫӗ.
– Эпир ҫӑмӑл промышленноҫ кластерне йӗркелес ҫулпа пыратпӑр. Отрасль ӗҫӗн ҫакӑн пек формачӗ федерацин хушма пулӑшӑвне илме май парать, – палӑртнă Радий Хабиров.
Çăмăл промышленноç аталанӑвӗн тепӗр ҫул-йӗрне - маркетплейссенче ӗҫленине тишкернӗ май Радий Хабиров отрасль представителӗсене паянхи лару-тӑрӑва тишкернӗ хыҫҫӑн республика ку енӗпе производительсене мӗнпе пулӑшма пултарассине палӑртнӑ.