Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Экономика
3 Ноябрӗн 2023, 05:25

Президент видеоҫыхӑнупа экономика ыйтӑвӗсемпе канашлу ирттернӗ

#владимирпутин

Президент видеоҫыхӑнупа экономика ыйтӑвӗсемпе канашлу ирттернӗПрезидент видеоҫыхӑнупа экономика ыйтӑвӗсемпе канашлу ирттернӗ
Президент видеоҫыхӑнупа экономика ыйтӑвӗсемпе канашлу ирттернӗ

#владимирпутин
Канашлӑва хутшӑнакансем экономикӑри хальхи лару-тӑрӑва сӳтсе явнă, чăн секторта, финанс тытӑмӗнче, валюта сферинче тӗп туртӑмсене хак панă, социаллӑ, экономика динамикине витӗм кӳрекен хӑрушлӑхсене пӑхса тухнă.
- Оперативлӑ статистика экономика лару-тӑрӑвӗ прогнозпа килӗшӳллӗн малтанах аталаннине кӑтартать, - палӑртнă Владимир Путин.
- Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тупӑшӗпе ҫыхӑнса тӑман индустрисем, чăн сектор отраслӗсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа ӳсеҫҫӗ. Лайӑх хакпа хушса панӑ сектор - машинӑсем, техника, оборудовани туса кӑларасси.
Ҫаксем пурте пӗчӗк ӗҫсӗрлӗхре пулса иртеҫҫӗ – халӗ вӑл виҫӗ процента яхӑн. Экономикӑри ӗҫ укҫи те ӳссе пырать. Сакӑр уйӑх хушшинче вăл 7,5 процента чăн пӗлтерӗшпе, урӑхла каласан, ӗҫ укҫи инфляцирен пысӑк хӑвӑртлӑхпа ӳсет.
Тепӗр хут калатӑп, ҫакна палӑртатӑп: Хӗвеланӑҫ санкци пусӑмӗ вӑйлансах пырасса кӗтсе тӑмалла.
Анчах пире акӑ мӗн пӑшӑрхантарать. Санкци агрессийӗн вӑй-хӑвачӗ пире хирӗҫ пӗтӗмпех пӗтсе ҫитнӗ условисенче диверси тума пултараҫҫӗ.
Пирӗн предприятисен, компанисен, ӗҫ коллективӗсен шанчӑклӑ та ҫирӗп ӗҫне, тулашри суту-илӳ ҫыхӑнӑвӗсемпе логистика маршручӗсен шанчӑклӑхне, пӗтӗмӗшпе илсен, кирек мӗнле лару-тӑрура та экономикӑпа социаллӑ сферӑна лайӑх аталантарассине, граждансен хӑрушсӑрлӑхне тата наци интересӗсене хӳтӗлессине шанӑҫлӑ тивӗҫтерес тесен, вӗсене малтанах шута илмелле, вӗсене малтанах сирсе ямалла.

Пирӗн те промышленноҫра, ял хуҫалӑхӗнче, пулӑшу сферинче позитивлӑ туртӑмсене вӑйлатмалла. Бизнес инвестицийӗсене производство уҫма тата ҫӗнӗ технологи йышӑнӑвӗсене алла илме, професси кадрӗсене хатӗрлеме пулӑшас. Паллах, инфратытӑма – финанс, транспорт, логистика тата ытти те аталантармалла. Ку вӑл Раҫҫей экономика суверенитечӗн вӑрах вӑхӑтлӑх ӳсӗмне тивӗҫтермелли тӗп услови.

http://www.kremlin.ru/events/president/news/72632

 

Президент видеоҫыхӑнупа экономика ыйтӑвӗсемпе канашлу ирттернӗ
Президент видеоҫыхӑнупа экономика ыйтӑвӗсемпе канашлу ирттернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас