Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
7 Ноябрӗн 2023, 10:02

Пушкӑртра Китай машинисем тӑвакан завод тума пултараҫҫӗ

Пушкӑртстанӑн официаллӑ делегацийӗ Китай Халӑх Республикине ĕçлĕ визитпа кайнă.

Пушкӑртра Китай машинисем тӑвакан завод тума пултараҫҫӗ
Пушкӑртра Китай машинисем тӑвакан завод тума пултараҫҫӗ

Пушкӑртстанӑн официаллӑ делегацийӗ Китай Халӑх Республикине ĕçлĕ визитпа кайнă. Пушкӑртра Китай машинӑсем тӑвакан завод тума пултараҫҫӗ. Ку ыйтӑва ПР правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаровпа Ляонин провинцийӗн губернаторӗпе Цзинь Говэйпе тӗл пулнӑ чухне хускатнӑ. Андрей Геннадьевич Раҫҫейпе Китайри машинӑсем тӑвакан предприяти тӑвас енӗпе проекта ҫӗнӗрен тума сӗннӗ, палӑртнă правительство пресс-службинче. Унсӑр пуҫне "Ляонин WOLF Нефтемаш" компанипе пӗрле нефтьпе газ оборудованийӗ туса кӑларас ӗҫе хута яма палӑртнӑ.

Цзинь Говэй Китай нумай облаҫсенче пӗрле ӗҫленипе кӑсӑкланнине палӑртнă, Уфапа Шеньян хуласем-пĕртӑвансем пулнине аса илтернӗ.

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-11-06/v-bashkirii-mogut-postroit-kitayskiy-mashinostroitelnyy-zavod-3508550

 

Пушкӑртра Китай машинисем тӑвакан завод тума пултараҫҫӗ
Пушкӑртра Китай машинисем тӑвакан завод тума пултараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: