

#владимирпутин
Песков: Путин Казахстана кайни ӑнӑҫлӑ иртнӗ.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Казахстана кайни ӑнӑҫлӑ пулнӑ. Кун пирки эрнекун, ноябрӗн 10-мӗшӗнче, РФ Президенчӗн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков пӗлтернӗ.
"Визит ӑнӑҫлӑ иртнĕ", - тенӗ вӑл журналистсене калаҫӑвăн тӗллевӗсене пурнӑҫласси ҫинчен ыйтнине хуравласа.
Ҫавна май Кремль официаллӑ представителӗ РФ Казахстанпа уйрӑм ҫыхӑну тытнине палӑртнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, вӗсен характерӗ союзникла, партнерла тата стратегилле.
Сăнÿкерчĕкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/72702
https://iz.ru/1603144/2023-11-10/v-kremle-nazvali-vizit-putina-v-kazakhstan-uspeshnym