Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
13 Ноябрӗн 2023, 11:56

Пушкӑрт предприятийӗсем КНРра хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗ тӑратассине самаях пысӑклатнӑ

Кун пирки регионти Россельхознадзор управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ.

Пушкӑрт предприятийӗсем КНРра хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗ тӑратассине самаях пысӑклатнӑ
Пушкӑрт предприятийӗсем КНРра хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗ тӑратассине самаях пысӑклатнӑ

Пушкӑртри Куюргазă районӗнчи пысӑк маслоэкстракци завочӗ 1802 тонна таякан пӗтӗмӗшле хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗпе 85 чугун ҫул флекситанкине Китая тиенӗ. Кун пирки регионти Россельхознадзор управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ.

Китай контрагентне ӑсатас умӗн тĕрĕслемелли продукцийӗн 85 партине пурне те тӗрӗслев тата надзор ведомствин специалисчӗсем пăхса хатӗрленӗ.

Пушкӑртри хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗ ҫӗршывӑн импортер-фитосанитари хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене туллин тивӗҫтерет. Заключение тӗпе хурса 85 фитосанитарлӑ сертификат панӑ. Продукцие КНРра тиенӗ.  "Халӗ Пушкӑрт ял хуҫалӑх продукцийӗн тӗп импортерӗсем Иран, Китай тата Латви шутланаҫҫӗ. Казахстанпа, Турципе, Беларуçпа хастар ӗҫлетпĕр, Киргизипе тата Сауд Аравийӗпе партнерствӑна аталантаратпӑр. Ҫитес малашлӑхра Китая поставкӑсене пысӑклатма палӑртатпӑр. Пирӗн предприяти-экспортерсем Африкăри ҫӗршывсене таварсем экспортпа тиеме пӗтӗм тӗнчери сертификаци иртеҫҫӗ", — пӗлтернӗ ПР Ял хуҫалӑх министерствинче.

Сăнÿкерчĕкĕ: Россельхознадзор управленийӗн пресс-служби.

https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-11-13/bashkiriya-znachitelno-uvelichila-postavki-podsolnechnogo-masla-v-kitay-3517218

 

Пушкӑрт предприятийӗсем КНРра хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗ тӑратассине самаях пысӑклатнӑ
Пушкӑрт предприятийӗсем КНРра хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗ тӑратассине самаях пысӑклатнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: