Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
15 Ноябрӗн 2023, 11:37

Пушкӑртстанра хӑш-пӗр пахчаҫимӗҫ, ҫӑмарта хакӗ ӳснӗ, чылай апат-ҫимӗҫ йӳнелнӗ

Анчах та чи лайӑх сортлӑ тулӑ ҫӑнӑхӗнчен тунă макарон изделисем 2%, 1,9% — кӑшман, 1,7% — ҫӗрулми йӳнӗрех.

Пушкӑртстанра хӑш-пӗр пахчаҫимӗҫ, ҫӑмарта хакӗ ӳснӗ, чылай апат-ҫимӗҫ йӳнелнӗ
Пушкӑртстанра хӑш-пӗр пахчаҫимӗҫ, ҫӑмарта хакӗ ӳснӗ, чылай апат-ҫимӗҫ йӳнелнӗ

Башстат пӗлтернӗ тӑрӑх, октябрӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 7-мӗшӗччен хӑяр, помидор, купӑста, ҫӑмарта тата кӗрпе палӑрмаллах хаклăланнӑ.

Регионти лавккасенче хӑяр хакӗ 17% ӳснӗ, помидор – 10,5%. Вӑтамран хӑяр килограмне 90 тенкӗ, помидор – 165-170 тенкӗ тӑрать.

Республикӑра октябрь вӗҫӗпе танлаштарсан, чӑх ҫӑмарти хакӗ 5,3% ӳснӗ, 2,7% — ача-пӑча апатланмалли улма-ҫырла консервисем, 2,6% — шурӑ купӑста, 1,7% — хуратул кӗрпипе ача-пăча аш консервисем.

Анчах та чи лайӑх сортлӑ тулӑ ҫӑнӑхӗнчен тунă макарон изделисем 2%, 1,9% — кӑшман, 1,7% — ҫӗрулми йӳнӗрех. Аш-какай продукчӗсен хакӗсем хальлӗхе ҫирӗп юлаҫҫӗ.

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-11-14/v-bashkirii-vyrosli-tseny-na-nekotorye-ovoschi-yaytsa-a-ryad-produktov-podesheveli-3519834

 

 

Пушкӑртстанра хӑш-пӗр пахчаҫимӗҫ, ҫӑмарта хакӗ ӳснӗ, чылай апат-ҫимӗҫ йӳнелнӗ
Пушкӑртстанра хӑш-пӗр пахчаҫимӗҫ, ҫӑмарта хакӗ ӳснӗ, чылай апат-ҫимӗҫ йӳнелнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: