Кӑҫалхи вунă уйӑхра Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи Россельхознадзор управленийӗнче 2219 фитосанитари сертификачӗсене республикӑри вӑрман промышленноҫ комплексӗн предприятийӗсем экспортланӑ 90 700 кубометр пиломатериал валли йӗркеленӗ.
Вӑрман материалӗ, ку хӑмасем, пĕрлештернĕ хӑмасемпе пӑрӑссем, тӗнчери 13 ҫӗршыва тиенӗ. Чӑрӑш лӑссисемпе ҫулҫӑллӑ йывӑҫсене тирпейлемелли продукцие Азербайджан, Армени, Беларуҫ, Казахстан, Киргизи, Таджикистан, Турци, Туркмени, Китай, Вьетнам, ОАЭ, куҫăм тапхăрĕнчи ислам патшалӑхӗ Афганистан, Узбекистан туянаҫҫӗ.
"2219 партире суйласа илнӗ продукци тӗслӗхӗсем фитосанитари экспертизисем иртнӗ. Тӗпчев результачӗсем тӑрӑх карантинри сиенлӗ организмсем пиломатериал тӗслӗхӗсенче палӑрман. Продукцие ют ҫӗршывсен контрагенчӗсене автомобильпе чугун ҫул транспорчӗпе тиенӗ", - тесе хушса хунӑ Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи Россельхознадзор управленийӗн пресс-службинче.
Сăнÿкерчĕкĕ: Россельхознадзор управленийӗн пресс-служби.