

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫей транспорт отрасльне аталантарма хамăр çĕршыв технологисемпе усӑ курмаллине, патшалӑхпа уйрӑм ҫынсен ӗҫтешлӗхӗн ҫирӗп экологи стандарчӗсене тата механизмӗсене ӗҫе кӗртмеллине пӗлтернӗ.
Владимир Путин Мускавра "Раҫҫей транспорчӗ" Пӗтӗм Тӗнчери форумпа выставкӑна хутшӑнакансене чӗнсе каланине РФ президенчӗн помощникӗ Игорь Левитин вуласа панӑ.
"Паллах, хамăр çĕршыв технологисемпе анлӑ усӑ курмалла, экологи ҫирӗп стандарчӗсене, патшалӑхпа уйрӑм ҫынсен ӗҫтешлӗхӗн тухӑҫлӑ механизмӗсене ӗҫе кӗртмелле, кадрсемпе отрасль пӗлӗвӗ хатӗрлемелли тытӑма лайӑхлатмалла", - тесе каланӑ Владимир Путин.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/72687/photos/73476