Ноябрӗн 16-мӗшӗнче Мускавра Пӗтӗм Тӗнчери "Раҫҫей транспорчӗ" XVII форум шайӗнче Радий Хабиров "Автодор" Патшалӑх компанийӗн правленийӗн председателӗпе Вячеслав Петушенкопа тӗл пулнӑ.
Кун йӗркинче М-12 "Восток" хӑвӑртлӑхлӑ магистраль тӑвасси, унӑн пӗр пайӗ республика территорийӗпе иртет. Сӑмах 140 ҫухрӑм тӑршшӗ Дюртюли — Ачит участокӗ ҫинчен пырать, ăна 2023 ҫул пуҫламӑшӗнче тума пуçланă.
"Автодор" правлени председателӗ Вячеслав Петушенко Пушкӑртстанпа проекта пурнӑҫлас енӗпе ҫыхӑнса ӗҫ тухӑҫлӑ пулнине палӑртнă, республика ертӳлӗхне тав тунă.
Маларах "Башинформ" Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров М-12 трасса тӑвассине правительство председателӗн заместителӗпе Марат Хуснуллинпа сӳтсе явни ҫинчен пӗлтернӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.