Кун пирки Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ хӑй ҫак кунсенче "Комсомольская правда" радиостанцие интервью панӑ чухне пӗлтернӗ.
Радиостанци журналисчӗсем регион пуҫлӑхне тӗрлӗ ыйтусем панӑ. Сӑмахран, сӑмах Пушкӑртстан тулашри рыноксене санкциллӗ пусӑм условийӗсемпе тухасси ҫинчен пынӑ.
– Эпир хамӑр валли темиҫе патшалăх, хамӑр ӗҫлекен çул-йĕрпе суйласа илтӗмӗр, - палӑртнă Радий Хабиров. - Ман шутпа, пирӗн пулчĕ çав.
Пушкӑрт пуçлăхĕ каланă тăрăх Беларуç, Узбекистан, Казахстан, Китай, Турци, Иран - Раҫҫейӗн тулашри экономика ҫаврӑнӑшӗн тӗп шӑнăрне йӗркелеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне Раҫҫейпе туслӑ 112 патшалӑх ӗҫлет.
- Беларуçсемпе эпир ахаль суту-илӳ тумастпӑр - эпир пӗрлехи предприятисем тӑватпӑр, - палӑртнă Радий Хабиров.