Çутă çул
+1 °С
Юр
Пур хыпар та
Экономика
15 Декабрӗн 2023, 10:31

Владимир Путин: ҫӗршыв бюджетне ҫӗнӗ регионсенчен 170 миллиард тенкӗ кĕнĕ

Декабрӗн 14-мӗшӗнче "Тӳрӗ лини" вӑхӑтӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ҫӗнӗ регионсем бюджета тӳленӗ суммӑна пӗлтернӗ.

Патшалӑх Пуҫлӑхӗ палӑртнӑ тӑрӑх, федераци бюджечĕ Раҫҫейĕн ҫӗнӗ регионĕсене аталантарма ҫулсерен пӗр триллион ытла тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Ҫакӑ вӗсене ҫӗршывӑн экономикӑпа социаллӑ сферине хутшӑнма пулӑшать.
"Ҫӗнӗ регионсем федераци бюджетне 170 миллиард тенкӗ тӳленӗ ӗнтӗ. Ку регионсен экономики юсанса нормаллӑ лару-тӑрӑва кӗнине пӗлтерет", - палӑртнӑ Президент.
Унсӑр пуҫне ҫӗнӗ регионсем Раҫҫейри ытти субъектсемпе пӗрле ӗҫлеҫҫӗ, ҫав хутшӑнусене аталантарма 150 миллиарда яхӑн тенкӗ хывнӑ. Ытти регионсем те, Владимир Путин каланӑ тӑрӑх, ҫӗр миллиард тенкӗ йӗркелеме палӑртаҫҫӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: видеотрансляци скриншочӗ.

https://resbash.ru/news/ekonomika/2023-12-14/vladimir-putin-byudzhet-strany-poluchil-ot-novyh-regionov-170-milliardov-rubley-3566661?ysclid=lq64k0s01o845438749

Владимир Путин: ҫӗршыв бюджетне ҫӗнӗ регионсенчен 170 миллиард тенкӗ кĕнĕ
Владимир Путин: ҫӗршыв бюджетне ҫӗнӗ регионсенчен 170 миллиард тенкӗ кĕнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: