Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
21 Декабрӗн 2023, 10:52

Пушкӑртра инҫетри ялсем валли автолавкӑсем туянма субсидисем палӑртнӑ

Субсиди виҫи автолавка хакӗнчен ҫуррипе танлашӗ, автолавкăна Пушкӑртра тунӑ пулсан тӑкаксен 60% компенсацилеççĕ.

Пушкӑртра инҫетри ялсем валли автолавкӑсем туянма субсидисем палӑртнӑ
Пушкӑртра инҫетри ялсем валли автолавкӑсем туянма субсидисем палӑртнӑ


Пушкӑртра республика бюджетӗнчен инҫетри ялсем валли автолавкӑсем туянма субсидисем уйӑрса памалли йӗркене ҫирӗплетме палӑртаҫҫӗ. Постановлени проектне декабрӗн 27-мӗшӗччен халӑхпа сӳтсе явма порталта вырнаҫтарнӑ. 2024 ҫулхи февральте нормативлӑ право актне кӗме палӑртнӑ срок.

Суту-илӳ, йӑла ыйтӑвӗсем тата общество апат-ҫимӗҫӗ валли мобильлӗ суту-илӳ объекчӗсем туянма тӑкаксен пӗр пайне саплаштарма палӑртнӑ. Субсиди виҫи автолавка хакӗнчен ҫуррипе танлашӗ, автолавкăна Пушкӑртра тунӑ пулсан тӑкаксен 60% компенсацилеççĕ. Ҫав хушӑрах субсиди сумми 5 млн тенкӗрен ытла пулма пултараймасть, заявитель ҫулталӑк хушшинче темиҫе заявка панӑ пулсан, тӳлев виҫи 15 млн тенкӗрен иртмест.

https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-12-20/v-bashkirii-zaplanirovany-subsidii-na-zakupku-avtolavok-dlya-otdalennyh-sel-3576030

 

Пушкӑртра инҫетри ялсем валли автолавкӑсем туянма субсидисем палӑртнӑ
Пушкӑртра инҫетри ялсем валли автолавкӑсем туянма субсидисем палӑртнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: