Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
3 Кӑрлач , 17:42

Пишпÿлек районĕ çулталăка начар мар вĕçленĕ

 Пишпÿлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов каланӑ тӑрӑх, ҫулталӑк начар мар вӗҫленнĕ.

Пишпÿлек районĕ çулталăка начар мар вĕçленĕ
Пишпÿлек районĕ çулталăка начар мар вĕçленĕ

Декабрӗн 29-мӗшӗнче районти организацисемпе учрежденисен ертӳҫисемпе 2023 ҫулхи юлашки эрнекунхи канашлу иртнӗ. Планерка вӑхӑтӗнче ҫулталӑк тăршшĕнчи ӗҫ пĕтĕмлетĕвĕсене тунă. Пишпÿлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов каланӑ тӑрӑх, ҫулталӑк начар мар вӗҫленнĕ. Йывӑрлӑхсем пулсан та халӑх умӗнче социаллӑ обязательствӑсене пурне те пурнӑҫланă, организацисем штат йӗркипе ӗҫлеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне мероприятире хисеплӗ наградӑсемпе дипломсем парнелесси иртнĕ. Раҫҫейре Çемье çулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ 2024 ҫул умӗн Йăлпăлакри сакăр ачаллӑ, вӗсен хушшинче икӗ йӗкӗреш ача, ӳстерекен Юсуповсен ҫемйине парне панӑ. Каминке ял совет пуҫлӑхӗ Ирина Шишкина муниципалитетӑн чи лайӑх служащийӗ конкурса хутшӑнса 1-мĕш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ. "Тепловик" МУП республикӑри организацисем хушшинче чи лайӑх налук тӳлекенĕн 1-мĕш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ. Район администрацийӗн Хисеп грамотисене нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлтан ӗҫленӗшӗн ПЧ-68 начальникне Сергей Терентьева тата АТП ертӳҫине Минебай Хисамутдинова панӑ. Ҫавӑн пекех РФ ЦИКĕн тав ҫырӑвӗсемпе ДРСУ главный инженерне Динар Зарипова тата Ăхпуç библиотекарьне Лия Кириллована наградӑланӑ.

#всейсемьей #всейсемьей02

Сăнукерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz

 

 

Пишпÿлек районĕ çулталăка начар мар вĕçленĕ
Пишпÿлек районĕ çулталăка начар мар вĕçленĕ
Пишпÿлек районĕ çулталăка начар мар вĕçленĕ
Пишпÿлек районĕ çулталăка начар мар вĕçленĕ
Пишпÿлек районĕ çулталăка начар мар вĕçленĕ
Пишпÿлек районĕ çулталăка начар мар вĕçленĕ
Пишпÿлек районĕ çулталăка начар мар вĕçленĕ
Пишпÿлек районĕ çулталăка начар мар вĕçленĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: