Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
6 Кӑрлач , 09:53

Пушкӑртри çӑмӑл промышленноҫӗн 35 предприятийӗ субсиди илӗҫ

Республика бюджетӗнчен çăмăл промышленноçа пулӑшма пурӗ 50 миллион тенкӗ яраҫҫӗ.

Пушкӑртри çӑмӑл промышленноҫӗн 35 предприятийӗ  субсиди илӗҫ
Пушкӑртри çӑмӑл промышленноҫӗн 35 предприятийӗ субсиди илӗҫ


Ҫӑмӑл промышленноҫӗн 35 предприятийӗ производство оборудованийӗ туянма тӑкаксен пӗр пайне саплаштарма субсиди илӗҫ, - пӗлтернӗ хӑйӗн телеграм-каналĕнче республика правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров.
Республика бюджетӗнчен çăмăл промышленноçа пулӑшма пурӗ 50 миллион тенкӗ яраҫҫӗ. Пулӑшу мери пир-авӑр тата ҫӗвӗ производствисенче, сӑран тата сӑран изделийӗсенче хӑйсен ӗҫне тӑвакан компанисене пырса тивет.
"Ют ҫӗршывсенчи нумай брендсем тухса кайнӑ хыҫҫӑн пирӗн предприятисем майӗпен хамăр çĕршыв рынокра пушанса юлнӑ шӑтӑксене йышӑнаҫҫӗ. Пушкӑртстанри пысӑк ҫӗвӗ производствисем кулленхи тата спорт тумтирӗ, атӑ-пушмак, ҫар тата туризм хатӗрӗсем, килти текстиль, ача-пӑча трикотажӗ туса кӑларассине ӳстереҫҫӗ", - палӑртнă Назаров.
Республикӑра ҫӑмӑл промышленноҫ сферинче пурӗ 300 ытла предприяти тата уйрӑм предпринимательсем ӗҫлеҫҫӗ. 2023 ҫулта пасара отрасль продукцине 13,5 миллиард тенкӗлĕх тӑратнӑ. Ку пӗлтӗрхинчен 2 миллиард ытларах. Предприятисен тӗп тӗллевӗ - импорта пăхăнассинчен пӑрӑнасси, кадр дефицитне пӗтересси, ӗҫ укҫине ҫӗклесси, Раҫҫей тата СНГ рынокĕсене тултарассине ӳстересси. Премьер-министр ҫак задачӑсене халӗ ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланине палӑртнă. Асӑннӑ субсидисем республикӑри предприятисене техника модернизацине ирттерме пулӑшӗҫ, ҫакӑ продукци ассортиментне малашне анлӑлатма май парать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Андрей Назаровăн телеграм-каналĕ.

https://www.bashinform.ru/news/economy/2024-01-04/v-bashkirii-35-predpriyatiy-legkoy-promyshlennosti-poluchat-subsidii-3591694

 

 

Пушкӑртри çӑмӑл промышленноҫӗн 35 предприятийӗ  субсиди илӗҫ
Пушкӑртри çӑмӑл промышленноҫӗн 35 предприятийӗ субсиди илӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: