Чишмапа Кумертаури çу экстракци завочӗсем Германие 4,8 пин тонна ытла гранулланӑ хӗвелҫаврӑнӑш шрочӗ — пурӗ 68 вагон сутнӑ, — пӗлтернӗ Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи Россельхознадзорĕнче. Ҫу пӑчӑртаса кӑлармалли продукци выльӑх-чӗрлӗхпе кайӑк-кӗшӗк валли пысӑк продукци шутланать. Продукци тӗслӗхӗсем Евросоюз пахалӑхӗн стандарчӗсене туллин тивӗҫтернӗ, лабораторире палӑртнӑ.
Пӗлтӗр ҫу завочӗн экспорчӗ икӗ хут ӳснӗ. 2023 çулхи вунă уйӑхра 145 пин тонна ултӑ ют ҫӗршыва — Китая, Германине, Латвине, Нидерландыне, Норвегине, Беларуҫа — янӑ.
Ҫавӑн пекех ку ҫул пуҫламӑшӗнче кӗрпе тӑвакан Мелеуз предприятийӗ Латвие 630 тонна пӑрҫа экспортланӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Россельхознадзорĕ.