Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
23 Кӑрлач , 10:16

Юр ҫунӑ вăхăтра ҫул тасатакансем ҫывӑрмаҫҫӗ

Çул-йĕр службисем хӑвӑрт та пахалӑхлӑ ӗҫлеме яланах хатӗр.

Юр ҫунӑ вăхăтра ҫул тасатакансем ҫывӑрмаҫҫӗ
Юр ҫунӑ вăхăтра ҫул тасатакансем ҫывӑрмаҫҫӗ

Кӑҫал хӗл çулсене тасатакан служба работниксемшӗн хаяр экзамен турӗ. Юр кӗрчӗсем транспортпа ҫуран çÿрекен ҫынсене ҫӳреме йывӑрлатаççĕ.

Вӑхӑт ӗнтӗ ҫӗрле. Ҫынсем хӑйсен ӑшӑ пӳрчӗсенче ҫывӑрма хатӗрленеҫҫӗ, ҫул тасатакансен вара канлӗх те ҫук. Ӗҫ вӑхӑчӗ тин пуҫланать. Вӑйлӑ ҫил-тӑман хыҫҫӑн ҫулсене юр хӳсе лартасран тасатма вӑхӑт. Ку ӗҫ — чи чӑтӑмлисемшӗн. Техника тасатма пултарайман вырăнсенче ҫул тасатакан ҫынсем алӑпа пуҫтараҫҫӗ.

Района "юр тыткӑнӗнчен" тухма Пишпӳлек районӗнчи ҫул-йӗр служби пулӑшать. Ĕçе питĕ нумай техникӑпа ҫул-йĕр ĕçченĕсем хутшăнаççĕ. Вӑйлӑ ҫил-тӑмансенче ҫул тасатма техникӑн 20 единици тухать. Çав шутра виҫӗ автогрейдер, ҫул ҫинче комбинациленӗ ултӑ "КАМАЗ" машина, Т-150 икӗ единица, икӗ погрузчик, икӗ МТЗ-82 тĕрткĕçпе, МТЗ-82 ротор, "Урал" шнеклă юр тасатакан, рабочисемпе икӗ единица УАЗ, "Газель".

Çул-йĕрçĕсене пуринчен те кӑткӑсрах, мӗншӗн тесен вӗсем иртенпех вӑйлӑ юр ҫунӑ хыҫҫӑн тухаççĕ, хӑш-пӗр ҫӗрте ҫул тасатма ҫӗрле те тухаҫҫӗ.

Хӗл сахал мар сюрпризсем парать, анчах ҫанталӑкăн чи кӑткӑс условисем те пирӗн ҫул тасатакан ҫынсене автомобиль ҫулӗсене йӗркеллӗ тытма чӑрмантармаҫҫӗ. Çул-йĕр службисем хӑвӑрт та пахалӑхлӑ ӗҫлеме яланах хатӗр.

Неля САБАХОВА.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Неля Сабахова.

Юр ҫунӑ вăхăтра ҫул тасатакансем ҫывӑрмаҫҫӗ
Юр ҫунӑ вăхăтра ҫул тасатакансем ҫывӑрмаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: