Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
24 Кӑрлач , 11:34

Пушкӑрт ҫӑнӑх экспортне виҫӗ хут ӳстернӗ

Пушкӑрт ҫӗрӗнчи тырӑ тирпейлемелли продукци туяннӑ ҫӗршывсен списокӗ те анлӑланнă.

Пушкӑрт ҫӑнӑх экспортне виҫӗ хут ӳстернӗ
Пушкӑрт ҫӑнӑх экспортне виҫӗ хут ӳстернӗ

2023 ҫулта Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗ 12 317,5 тонна тулӑ тата ыраш ҫӑнӑхне тӗрӗсленӗ, ӑна республикӑран ҫывӑх тата инҫетри чикӗ леш енчи ҫӗршывсене экспортланӑ. Пӗлтӗр пурнӑҫланӑ ҫӑнӑх калӑпӑшӗ, 2022 ҫулхипе танлаштарсан, виҫӗ хут ӳснӗ, пӗлтернӗ надзор ведомствинче.

Пушкӑрт ҫӗрӗнчи тырӑ тирпейлемелли продукци туяннӑ ҫӗршывсен списокӗ те анлӑланнă.

233 партирен суйласа илнӗ ҫӑнӑха Россельхознадзора пӑхӑнса тӑракан Пушкӑрт сӑнав лабораторийӗнче тӗпчевсем ирттернӗ.

Танлаштарма: 2022 ҫулта республикӑри ҫӑнӑх предприятийӗсем 4303 тонна ҫӑнӑх экспортланӑ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов, архиври сăнӳкерчӗк.

https://www.bashinform.ru/news/economy/2024-01-24/bashkiriya-vtroe-uvelichila-eksport-muki-3614903

 

 

 

Пушкӑрт ҫӑнӑх экспортне виҫӗ хут ӳстернӗ
Пушкӑрт ҫӑнӑх экспортне виҫӗ хут ӳстернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: