#владимирпутин
Раҫҫейре кӑҫал чи пӗчӗк ӗҫ укҫин (МРОТ) виҫине ӳстерӗҫ, - пӗлтернӗ Владимир Путин Калининград облаҫӗнчи аслӑ шкулсен студенчӗсемпе тӗл пулнӑ чухне.
"Чи пӗчӗк ӗҫ укҫи виҫине ӳстерӗпӗр, кӑҫалтан вара вӑл самаях ӳсӗ. Унсӑрӑн, социаллӑ пособисене кӗртнӗ май, ытти пур тӳлевсенче те палӑрать", - тенӗ патшалӑх Пуҫлӑхӗ.
МРОТ - укҫа-тенкӗ сумми, ӑна ҫын стандартлӑ условисенче пурнӑҫланӑшӑн гарантилесе илет: ставкӑна туллин лартнӑ, пӗтӗм сехете/смена уйӑхра ĕçленĕ пулсан тата ытти те. Виҫене НДФЛ шута илмесӗр палӑртаҫҫӗ, урӑхла каласан, работник пуҫламӑш укҫаран 13 процент сахалрах илет.
Кунсӑр пуҫне вӑл Раҫҫейӗн чӑн тупӑшӗсемпе ӗҫ укҫи шайӗ малтанхи ҫулхипе танлаштарсан, ӳснине палӑртнă.
Январӗн 1-мӗшӗнчен МРОТа 18,5 процента индексациленӗ, халӗ вӑл 19 242 тенкӗ шутланать. Пӗлтӗр ку кӑтарту 16 242 тенкӗ пулнă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/
https://ria.ru/20240125/mrot-1923471476.html