Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Экономика
29 Кӑрлач 2024, 05:55

Путин Мускавпа Минск хушшинчи тавар ҫаврӑнӑшне $42 млрд хак панă

#владимирпутин

Путин Мускавпа Минск хушшинчи тавар ҫаврӑнӑшне $42 млрд хак панăПутин Мускавпа Минск хушшинчи тавар ҫаврӑнӑшне $42 млрд хак панă
Путин Мускавпа Минск хушшинчи тавар ҫаврӑнӑшне $42 млрд хак панă

#владимирпутин

Мускавпа Минск хушшинчи хутшӑнусем питӗ вӑйлӑ аталанаҫҫӗ, тавар ҫаврӑнӑшӗ $42 млрдпа танлашнă тата малалла ӳсет. Кун пирки Владимир Путин январӗн 28-мӗшӗнче хӑйӗн Беларуç ӗҫтешӗпе Александр Лукашенкопа Санкт-Петербургра тӗл пулнă чухне каланă.

"Пӗтӗмӗшле илсен, пирӗн ĕçлĕ хутшăну питӗ вӑйлӑ аталанать. Пӗлтӗрхи малтанхи вунă уйӑхра пирӗн тавар ҫаврӑнӑшӗ, хамӑр пӗлтернӗ тӑрӑх, $42,5 млрдпа танлашать, вăл ӳссех пырать", — тенӗ вӑл.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, Раҫҫей 4 млрд тенкĕ Беларуç экономикине индексациленине пӗлтернӗ, ку ӗҫ икӗ енлӗ йӗркепе пырать.

Путин пур енӗпе те — промышленноҫра, ял хуҫалӑхӗнче, наукӑра, вӗренӳре, культура сферинче — хутшӑнусем аталаннине палӑртнă.

Кунсӑр пуҫне Раҫҫей лидерӗ Раççей Федераципе Беларуçăн Антарктидӑра та пӗрлехи интерессем пуррине, ҫӗршывсем ҫакӑнпа ӗҫленине палӑртнӑ.

Вӑл Лукашенкона Санкт-Петербурга килнӗшӗн тав тунă.

Сăнÿкерчĕкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/73339/photos/74654

https://iz.ru/1641195/2024-01-28/putin-otcenil-tovarooborot-mezhdu-moskvoi-i-minskom-v-42-mlrd

 

Путин Мускавпа Минск хушшинчи тавар ҫаврӑнӑшне $42 млрд хак панă
Путин Мускавпа Минск хушшинчи тавар ҫаврӑнӑшне $42 млрд хак панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас