Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
31 Кӑрлач , 11:32

Финанс ыйтӑвӗсене татса парать

Пишпÿлекри тӗп район больницин бухгалтерӗ Татьяна Султанова 30 ҫул хӑйӗн профессине халалланӑ.

Финанс ыйтӑвӗсене татса парать
Финанс ыйтӑвӗсене татса парать

Пишпÿлекри тӗп район больницин бухгалтерӗ Татьяна Султанова 30 ҫул хӑйӗн профессине халалланӑ.

Бухгалтерсӑр пулма тата аталанма пултаракан учреждени ҫинчен шухӑшлама та йывӑр. Укҫа-тенке мӗнле тӗрӗс перекетлемеллине, вӗсене мӗнле ӑслӑн тӑкакламаллине шӑпах вӗсем пӗлеҫҫӗ. Лайӑх та пӗлекен бухгалтер пулас тесен, чи малтан тимлӗх, чӑтӑмлӑх, яваплӑх, коммуникаци, информацин пысӑк калӑпӑшӗпе ӗҫлеме пӗлни кирлӗ. Шӑпах çак професси пахалӑхӗсем Пишпÿлекри тĕп район больницин бухгалтерӗн Татьяна Владимировна Султанован пур.

Ӗҫтешĕсемпе ертӳҫӗсем Татьяна Владимировнана профессионал пулнăшăн, 30 ҫул халалланӑ ансат мар ӗҫне чунтан парӑннӑшӑн хисеплеҫҫӗ.

Татьяна Владимировна хӑйӗн ӗҫ ҫулне Пишпÿлек районӗнчи тĕп больницӑра бухгалтерта 1994 ҫул пуҫланă, унта вӑл паянхи кунчченех ӗҫлет. Экономика, финанс, право тытӑмӗсенче улшӑнусем пулса иртеççĕ, анчах пӗр япала ҫеҫ улшӑнмасть: Татьяна Владимировна хӑйӗн ӗҫне яланах тӳрӗ кăмăлтан пурнӑҫлать, пур финанс ыйтӑвӗсене те професси тӗлӗшӗнчен татса парать.

Саккун кӑларас ӗҫри пур улшӑнусене те тӑтӑшах сӑнаса тӑмалла, отчетсене пӗр йӑнӑшмасӑр йӗркелемелле, ӗҫлекенсене ĕç укçи памалла — ҫав ансат мар тивӗҫсене бухгалтерсем ҫине хунӑ. Анчах Татьяна Владимировна пур ҫӗнӗлӗхсене те яланах пӗлет. Бухгалтера хӑйӗн ӗҫӗшӗн пӗрре мар Тав çырăвĕсемпе, Хисеп хучӗсемпе паллӑ тунӑ. 2023 ҫулхи ноябрӗн 21-мӗшӗнче Бухгалтерсен професси кунĕнче Пишпÿлекри тĕп больницӑри тӗп бухгалтера ПР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче нумай ҫул тăршшĕ тӳрӗ кӑмӑлтан ӗҫленӗшӗн Тав хучĕ панă.

Неля САБАХОВА.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Татьяна Султанован архивӗнчен.

 

Финанс ыйтӑвӗсене татса парать
Финанс ыйтӑвӗсене татса парать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: