Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
2 Нарӑсӑн , 13:46

Пушкӑртстанри Балтачă районӗнче пурӑнакан çын патшалăх пулӑшнипе кафе-пекарня уҫнӑ

Çамрӑк предприниматель хӑйӗн брендне регистрацилеме тата хула стандарчӗсене ял тӑрӑхне кӗртме шутлать.

Пушкӑртстанри Балтачă районӗнче пурӑнакан çын патшалăх пулӑшнипе кафе-пекарня уҫнӑ
Пушкӑртстанри Балтачă районӗнче пурӑнакан çын патшалăх пулӑшнипе кафе-пекарня уҫнӑ

Пӗлтӗр Альмир Хайдаршин хӑйӗн заведенине уçас шухăшĕпе район администрацине пынă. Унӑн бизнес-планне пӑхса тухнӑ, çамрӑк предприниматель субсиди илме конкурса хутшӑннӑ.
Альмир Хайдаршин конкурса выляса илнӗ те 500 пин тенкӗлĕх грант илнӗ. Ҫав укҫапа усӑ курса Альмир кафе тума ҫурт арендӑна илнӗ, юсав ирттернӗ тата кирлӗ оборудованисем туяннӑ.

Ҫулла предприниматель Старобалтачево варринче ку чухнехилле кафе-пекарня уҫма пултарнӑ. Унтан кӗркунне Альмир Хайдаршин предпринимательсене хушма оборудовани туянма паракан муниципалитет программипе 300 пин тенкӗлĕх субсиди илнӗ.

Малашне ҫамрӑк предприниматель хӑйӗн брендне регистрацилеме тата хула стандарчӗсене ял тӑрӑхне кӗртме шутлать. Хальхи вӑхӑтра кафере кофе, логотиплă уйрӑм хутаҫра апат-ҫимӗҫ, пиццӑпа шаурма, ҫавӑн пекех бизнес-ланч вӗри апатне илсе тухма сӗнеҫҫӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: https://t.me/business_sherif_rb

https://mgazeta.com/news/novosti/2024-02-01/biznes-sherif-baltachevskogo-rayona-priglashaet-zhelayuschih-nachat-svoe-delo-na-predprinimatelskiy-chas-3626771

 

Пушкӑртстанри Балтачă районӗнче пурӑнакан çын патшалăх пулӑшнипе кафе-пекарня уҫнӑ
Пушкӑртстанри Балтачă районӗнче пурӑнакан çын патшалăх пулӑшнипе кафе-пекарня уҫнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: