Енсем Беларуç холдингӗпе Пушкӑртстан малашлӑхра ҫыхӑнса ĕçлессине сӳтсе явнă.
Пушкӑртстан делегацийӗ Радий Хабиров ертсе пынипе Беларуçра ĕçлĕ визитпа пулнă. Ӗнер республика ертӳҫи апат-ҫимӗҫ продукчӗсене туса кӑларассипе тата сутассипе ĕçлекен "Санта" компанисен ушкӑнӗн генеральнӑй директорӗпе Александр Мошенскипе тӗл пулнă. Енсем Беларуç холдингӗпе Пушкӑртстан малашлӑхаа ҫыхӑнса ĕçлессине сӳтсе явнă. Сӑмахран, сӑмах Пушкӑртстан территорийӗнче пысӑк сӗт завочӗ тума май пурри ҫинчен пынӑ. Радий Хабиров республикӑра сӗт-ҫу выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫ лайӑх аталаннине, ҫавӑн пекех ку отрасльте квалификациллӗ кадрсем пуррине палӑртнӑ.
– Республика чӑнах та логистикӑпа географи лару - тӑрӑвӗнче ункайлă вырăнта вырнаçнă, - палӑртнă Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2024-02-09/glava-bashkirii-vstretilsya-s-gendirektorom-gk-santa-v-minske-3636786