#владимирпутин
Раҫҫей ҫыннисен тупӑшӗсемпе пурнăç пахалӑхне ӳстересси тӗп ҫул-йӗр шутланать, - пӗлтернӗ февралӗн 12-мӗшӗнче Владимир Путин экономика ыйтӑвӗсемпе канашлӑва уҫнӑ май.
"Пирӗн тӗп тӗллев, пирӗн тӗп çул-йĕр — граждансен пурнӑҫӗн тупӑшӗсемпе пурнăç пахалӑхне ӳстересси, Раҫҫей ҫемьисен ырлӑхне тивӗҫтересси", - тенӗ патшалӑх Пуҫлӑхӗ.
Вӑл влаҫсем ултӑ ҫуллӑха социаллӑ пурнӑҫпа экономика ӗҫӗсен планне пурнӑҫланине палӑртнă.
Раҫҫей лидерӗ тата аталану, инвестицисем ӳстерес тата хакпа ҫирӗплӗхе тивӗҫтерес тӗллевсем хушшинче шайлашу тытмаллине палӑртнă.
"Аталану, инвестицисене ӳстерес, кредит парас, ӗҫпе тивӗҫтерес тата хакпа ҫирӗплӗхе тивӗҫтерес тӗллевсем хушшинче шайлашу тытни питӗ пӗлтерӗшлӗ", - палăртнă вӑл.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/