Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ хӑйӗн социаллă сетӗнчи страницинче республикӑри турист-гастрономи ҫул ҫӳревҫи валли ҫӗнӗ кӗнеке ҫинчен каласа панӑ.
"Гида "География на вкус" проект команди Ника Ганич телекурав ертсе пынипе тунă. Кунта республикӑри туристсен вырӑнӗсене тата пӗтӗм гастрогеографине питӗ паллӑ та лайӑх ҫырса кӑтартнă. Туризм пирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ, вӑл экономикӑн пӗлтерӗшлӗ пайӗ. Турист юхăмĕ ҫулталӑкра 20% ӳсет, ку сферӑра вуншар пин ҫын ӗҫлет. Пурне те Пушкӑртстана чӗнетӗп, кунта илемлӗ кӑна мар, тутлӑ та", - тенӗ республика ертӳҫи.
https://www.bashinform.ru/news/social/2024-02-15/radiy-habirov-predstavil-gastronomicheskiy-gid-po-bashkirii-3645748