Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
1 Мартӑн , 11:28

Маларах палӑртнӑ 100 млн тенкӗ вырӑнне 430 млн тенкӗ уйăрнă

2024 ҫулта Пушкӑртстан бюджетӗнчен нумай хутлӑ хваттерлӗ ҫуртсен тӑррисене юсама 430 млн тенкӗ уйӑрӗҫ, - пӗлтернӗ республика пуҫлӑхӗ Радий Хабиров.

"Ҫапах та эпир республикӑра парксем тума, килкартисене тирпейлеме, подъездсене, инженери инфратытӑмне юсама май тупрӑмӑр теме пултаратӑп. Тепӗр ҫулхине нумай хутлӑ хваттерлӗ ҫуртсен тӑррисене юсама бюджета пысӑк укҫа-тенкӗ хывнӑ - маларах палӑртнӑ 100 млн тенкӗ вырӑнне 430 млн тенкӗ. Мӗншӗн тесен пӳрт тӑрри юхать пулсан, мӗнле юсав ҫинчен калаҫма пулать?— тенӗ республика Пуҫлӑхӗ.
Пишпÿлекре палӑртнӑ укҫа-тенкӗпе Центральная урамри 63 тата Юбилейная урамри 6 адреспа нумай хваттерлӗ ҫуртсен тӑррисене юсӗҫ. Çак ҫуртсенче пурӑнакансем, пӗтӗмӗшле пухура, пӳрт тӑрри тӗсне суйласа илнӗ, ҫӗнӗ стройматериалсем йӗркелемелли вырӑнпа палӑрнӑ, кивӗ материалсене пурнӑҫламалли, тӗтӗм тухмалли тата вентиляци каналӗсене монтажламалли йышăну йышӑннӑ. Ҫынсем тав тӑваҫҫӗ, пӳрт тӑрринчен шыв ан юхтӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял совечӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/sp_bizh

Маларах палӑртнӑ 100 млн тенкӗ вырӑнне 430 млн тенкӗ уйăрнă
Маларах палӑртнӑ 100 млн тенкӗ вырӑнне 430 млн тенкӗ уйăрнă
Маларах палӑртнӑ 100 млн тенкӗ вырӑнне 430 млн тенкӗ уйăрнă
Маларах палӑртнӑ 100 млн тенкӗ вырӑнне 430 млн тенкӗ уйăрнă
Маларах палӑртнӑ 100 млн тенкӗ вырӑнне 430 млн тенкӗ уйăрнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: