Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ "Ростех" ГК генеральнӑй директорӗпе Сергей Чемезовпа тӗл пулнă. Тӗлпулу сӑлтавӗ ҫинчен Хабиров социаллă сетӗнчи хӑйӗн страницинче каласа панӑ.
"Сергей Викторовичпа эпир республика Патшалӑх Корпорацийӗпе килӗштерсе ӗҫлессине сӳтсе яврӑмӑр. Тӗп ыйтусенчен пӗри — Пушкӑртстанра станок тӑвакан кластер тӑвасси. Пирӗн республикăн ҫак кӑткӑс та критикӑлла пӗлтерӗшлӗ сферӑра опыт пур ӗнтӗ. Стерлитамакри "Станкостроение" НПО базинче ҫӗнӗ производство площачӗсем йӗркелесси ҫинчен калаҫса татӑлтӑмӑр. Ҫавна пула эпир хамӑрӑн компетенцисене ӳстерме тата кӑларакан станоксен йышне пысӑклатма пултаратпӑр.
Тата тепӗр пысӑк проект — эпир пушар сӳнтерме вертолетсен эскадрилйине тума сӗнÿпе тухрӑмӑр. Ку вӑрмансене упраса хӑварма тата пирӗн КумАППа заказсем тиеме май парать.
"Ростех" — республикӑри индустри тӗп ӗҫтешӗсенчен пӗри, пирӗн пӗр-пӗринпе питӗ лайӑх, ӑнланмалла ҫыхӑнусем йӗркеленӗ. Пушкӑртстан территорийӗнче пурӗ Патшалӑх Корпорацийӗн контуринче вырнаҫнӑ 13 предприяти. Вӗсем пысӑк производствӑсем, вӗсем ҫирӗп ӗҫлеҫҫӗ, регион промышленноҫне тата унӑн ӳсӗмне ӑнӑҫлӑ аталантарассине нумай енӗпе палӑртаҫҫӗ", — тесе ҫырать регион ертӳҫи.