Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
14 Мартӑн , 13:13

Уфара "Амкодор-Алга" завод промышленность машинисен 16 тӗсне кӑларать

Кун пирки ЦУРти "Инвестчасра" "Амкодор" ОАО директорӗсен совечӗн председателӗ Александр Шакутин пӗлтернĕ.

Уфара "Амкодор-Алга" завод промышленность машинисен 16 тӗсне кӑларать
Уфара "Амкодор-Алга" завод промышленность машинисен 16 тӗсне кӑларать

"Амкодор-Алга" заводра ҫул-йӗрпе строительство техникин 16 тĕсне кӑларма палӑртнӑ. Кун пирки ЦУРти "Инвестчасра" "Амкодор" ОАО директорӗсен совечӗн председателӗ Александр Шакутин пӗлтернӗ. Вӑл 2023 ҫулхи октябрьте, регион пулӑшнипе, холдинг Уфа районӗнче тырӑ типӗтмелли комплекссем кӑларас енӗпе предприяти хута яни ҫинчен каласа панӑ. Ҫӗнӗ производствӑра 100 яхӑн специалист вӑй хурать.
"Амкодор" директорсен канашӗн председателӗ çавӑн пекех Пушкӑртстанри аталану корпорацийӗ пулӑшнипе холдинг "Амкодор-Алга" республика территорийӗнче завод тӑвас енӗпе тата тепӗр пысӑк проект пурнӑҫлани ҫинчен пӗлтернӗ, вӑл ҫул-йӗрпе строительство техникин 16 тĕсне — грейдерсем, бульдозерсем, экскаваторсем туса хурӗҫ.
Проект шайӗнче кирлӗ документаци хатӗрлеҫҫӗ. Вӑл килӗшнӗ хыҫҫӑн строительсем площадкӑра монтаж ӗҫне тытӑнаҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: glavarb.ru
https://www.bashinform.ru/news/economy/2024-03-13/v-ufe-zavod-amkodor-alga-budet-vypuskat-16-vidov-promyshlennyh-mashin-3680197

 

 

Уфара "Амкодор-Алга" завод промышленность машинисен 16 тӗсне кӑларать
Уфара "Амкодор-Алга" завод промышленность машинисен 16 тӗсне кӑларать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: