Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
6 Апрелӗн , 18:33

Экономикӑн куҫăм вӑйӗ — пӗчӗк тата вӑтам бизнес

2019 ҫултан пуҫласа пур муниципалитетсенче те 13 пин ытла "Предприниматель сехечӗ" ирттернӗ.

Экономикӑн куҫăм вӑйӗ — пӗчӗк тата вӑтам бизнес
Экономикӑн куҫăм вӑйӗ — пӗчӗк тата вӑтам бизнес

Пушкӑрт Республикин Правительствин ӗҫ-хӗлӗн результачӗсем ҫинчен отчет тунӑ чухне Андрей Назаров 2023 ҫулта пӗчӗк тата вӑтам бизнес экономикӑн малалла аталанакан вӑйӗпе тухса тӑракан уйрӑм тимлӗхе тивӗҫнине палӑртнӑ.
— Пирӗн 136 пин ытла предприниматель. Вӗсен шучӗпе эпир иккӗмӗшсем Атӑл тӑрӑхӗнче. Социаллӑ предпринимательлӗхе аталантарас енӗпе республика Раҫҫейре иккӗмӗш вырӑнта, - палӑртнă Андрей Геннадьевич. — Эпир Раҫҫейре чи малтан бизнес – шерифсен институтне уйрӑм тата чи лайӑх муниципалитет практикине кӗртнӗ. 2019 ҫултан пуҫласа пур муниципалитетсенче те 13 пин ытла "Предприниматель сехечӗ" ирттернӗ. Триллион тенке яхӑн 20 пин ытла проекта пӑхса тухнӑ.
Ҫапла, апрелӗн 4-мӗшӗнче черетлӗ "Предприниматель сехечӗ" иртнĕ, унта Пишпÿлек районӗнчи Аит ялӗнче ҫӑмӑл тата ял хуҫалӑх машинисене пулӑшмалли мастерской уҫмалли инвестици проектне пӑхса тухнӑ.
Аса илтеретпӗр,"Предприниматель сехечӗ" кашни эрнере иртет. Ҫак мероприятие хутшӑнмалли заявкӑна Пушкӑрт Республикин Инвестици порталӗнче https://investrb.ru/ru/investment/support/business/, ссылкӑпа хӑварма пулать: ҫавӑн пекех малтан 89375002980, 2-15-18, 2-14-62 телефонсем тӑрӑх ҫырӑнма юрать.
https://svetput.ru/news/ekonomika/2024-04-06/dvizhuschaya-sila-ekonomiki-malyy-i-sredniy-biznes-3717857

 

 

 

Экономикӑн куҫăм вӑйӗ — пӗчӗк тата вӑтам бизнес
Экономикӑн куҫăм вӑйӗ — пӗчӗк тата вӑтам бизнес
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: