Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
9 Апрелӗн , 11:06

Путин Росрыболовство пуҫлӑхӗпе Шестаковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ

#владимирпутин

Путин Росрыболовство пуҫлӑхӗпе Шестаковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ
Путин Росрыболовство пуҫлӑхӗпе Шестаковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ

 

#владимирпутин

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин тата Росрыболовство пуҫлӑхӗ Илья Шестаков ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Кун ҫинчен апрелӗн 8-мӗшӗнче Кремль пресс-служби пӗлтернӗ.

Ведомство ертӳҫи патшалӑх пуҫлӑхне 2023 ҫулхи ӗҫ результачӗсем ҫинчен пӗлтернӗ, ҫавӑн пекех ҫывӑхри малашлӑх планĕсем панӑ.

"Раҫҫей пулӑҫисем юлашки 30 ҫул тăршшĕнче рекордлӑ пулӑ тытнӑ — 5,3 млн тонна. Нумайрах, паллах, пирӗн йӑлана кӗнӗ тӗп тĕс — минтай", — палӑртнӑ Шестаков.

Отраслӗн экономика кӑтартӑвӗсем ҫинчен каланӑ май, ведомство пуҫлӑхӗ предприятисен пӗтӗм ҫаврӑнӑшӗ ӳсни, ҫавӑн пекех налук укҫи-тенки те ӳсни ҫинчен каласа панӑ.

Вӑл 2023 ҫулта пулӑҫсем валли пухмалли ставкӑсене ӳстернине, ҫавна май бюджет тупӑшӗ вунӑ хут ӳснине палӑртнă.

Росрыболовство ертӳҫи 2025 ҫулта пӗтӗм предприятипе хуҫалӑхсене хамăр çĕршыв производствин апат-ҫимӗҫӗпе туллин тивӗҫтерессине палӑртнӑ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: http://kremlin.ru/events/president/news/73815

https://iz.ru/1678818/2024-04-08/putin-provel-rabochuiu-vstrechu-s-glavoi-rosrybolovstva-shestakovym

 

 

 

Путин Росрыболовство пуҫлӑхӗпе Шестаковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ
Путин Росрыболовство пуҫлӑхӗпе Шестаковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: