#владимирпутин
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Владимир Путинпа тӗл пулнӑ май республика инвестицисене явӑҫтарасси тата бизнес валли хӑтлӑ условисем йӗркелесси ҫинчен каласа панӑ.
Сӑмахран, Радий Хабиров регионта тӑвакан хӳтлӗх тата инвестицисене явӑҫтармалли программа ҫинчен каласа панӑ. Пушкӑрт ҫӗршывра преференци территорийӗсен шучӗпе малта пырать. Юлашки пилĕк ҫул хушшинче вӗсен йышӗ виçĕ хут ӳснӗ. Халӗ республикӑра хӑвӑрт аталанакан пилĕк территори, "Алга" уйрӑм экономика зони, 12 индустри тата 19 технопарк. Вӗсене 130 компани-резидент явӑҫтарнӑ. Ку Раҫҫейре чи пысӑк йыш. Пӗр "Алга" ОЭЗ резиденчӗсем кӑна 62 миллиард тенкӗлӗх проектсем пурнӑҫлаҫҫӗ.