Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
10 Апрелӗн , 18:00

Владимир Путин Пушкӑртстанри экономика аталанӑвне пысӑка хурса хакланӑ

#владимирпутин

Владимир Путин Пушкӑртстанри экономика аталанӑвне пысӑка хурса хакланӑ
Владимир Путин Пушкӑртстанри экономика аталанӑвне пысӑка хурса хакланӑ


#владимирпутин

Кун пирки патшалӑх Пуҫлӑхӗ регион ертӳҫипе Радий Хабировпа тӗлпулура пӗлтернӗ.
Республика Пуҫлӑхӗ регион аталанӑвӗн тӗп ҫул-йӗрӗсем ҫинчен тӗлпулура пӗлтернӗ. Вӗсен шутӗнче -инвестицисене явӑҫтарасси, промышленноҫа пулӑшасси, кластер политики, туслӑ патшалӑхсемпе пӗтӗм тӗнчери ҫыхӑнӑва ҫирӗплетесси. Сӑмахран, 2023 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Пушкӑртстанри экономикӑна хывнă инвестици калӑпӑшӗ 620 миллиард тенкӗрен иртнӗ. 2022 ҫулхипе танлаштарсан, тӗп капитала хывнӑ укҫа-тенкӗ 7,6 процентпа танлашнӑ. Пушкӑртстан инвестици калӑпӑшӗпе федерацин Атӑлҫи округӗнче виҫҫӗмӗш тата ҫӗршывĕпе 16-мӗш вырӑн йышӑнать. Регион ертӳҫи юлашки пилӗк ҫул хушшинче республика экономикине инвестицисем 1,5 хут ӳснине, Раҫҫейри вӑтам кӑтартусенчен икӗ хут пысӑкрах пулнине палӑртнӑ. Владимир Путина Пушкӑртстанра ирттерекен "Инвестици сехечӗ" кӑсӑклантарнă. Радий Хабиров ҫакӑн пек тематика канашлӑвӗсем республика территорийӗнче ҫӗнӗ проектсем пурнӑҫлама пулӑшнине палӑртнӑ.
Радий Хабиров та регион территорийӗнче ӗҫлени тата отрасль кластерӗсене аталантарни ҫинчен пӗлтернӗ.
2026 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурринче Стерлитамакра ӗҫлекен комплекссем валли станин шӑратма палӑртаҫҫӗ, ҫав шутра Беларуçра туянаҫҫӗ. Пушкӑртстанра станок тӑвакан кластер тӑвас ӗҫе пурӗ 7 миллиард ытла тенкӗ инвестици хывма палӑртаҫҫӗ. Регион экономикишӗн туслӑ патшалӑхсемпе пӗтӗм тӗнчери ҫыхӑнӑва ҫирӗплетесси пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Чи малтан Беларуçпа тата Казахстанпа.
Республика Пуҫлӑхӗ ҫавӑн пекех 2024 ҫулхи кӗркунне Уфара Раҫҫейпе Казахстанри регионсем хушшинчи ҫыхӑнӑвӑн XX форумӗ пуласси ҫинчен аса илтернӗ, Раҫҫей Президентне Пушкӑртстан тӗп хулине чӗннӗ. Владимир Путин регион аталанӑвӗн начар мар динамикине палӑртнӑ.
– Радий Фаритович, пӗтӗмӗшпе илсен, пӗтӗмпех пулса тухать, плансем те нумай, результачӗсем те лайӑх, - тенӗ патшалӑх пуҫлӑхӗ.

https://svetput.ru/news/ekonomika/2024-04-09/vladimir-putin-vysoko-otsenil-ekonomicheskoe-razvitie-bashkortostana-3721979

 

 

Владимир Путин Пушкӑртстанри экономика аталанӑвне пысӑка хурса хакланӑ
Владимир Путин Пушкӑртстанри экономика аталанӑвне пысӑка хурса хакланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: