Пишпÿлекри Лиля Бикбулатова микрозелень ҫитӗнтерме тытӑннӑ, малалла та ку ĕçе сарма плансем тăвать.
Эсир сывӑ пурнӑҫ йӗрки майлӑ пулсан, ҫӗнӗ направлени ҫинчен илтнӗ пулӗ: микрозелень рациона хушмаллине. Ӳсентӑрансен ҫамрӑк хунавӗсене килте ӳстерме е хатӗр бокссем туянма пулать. Пишпÿлекри Лиля Бикбулатова микрозелене ӳстерес шухӑш патне пӗлтӗрхи декабрь уйӑхӗнче килнӗ. Ҫӗнӗ пуҫарура ăна Андрей упӑшки пулӑшнă.
Лиля хӑй каланӑ тӑрӑх, бизнес идейине ăна ывӑлӗ Данил панӑ.
— Пирӗн килте чи малтан манго ÿсме тытăнчĕ. Ӑна ывӑл çимĕç шӑмминчен ӳстерчӗ. Ывăл халӗ виҫҫӗмӗш класра вӗренет, нумай пулмасть манго ҫитӗнтерес енӗпе наука ӗҫне те хӳтӗлерĕ. Ҫав йĕркепех вӑл халӗ авокадо, апельсин, мандарин, лимон, финик ҫитӗнтерет. Маньчжури мӑйӑрӗ лартма хӑтланса пӑхрӗ. Вӑл лартнӑ тӑхӑр мӑйӑртан пӗри çеç шăтрĕ. Микрозелень ҫинчен эпӗ ывӑлран пӗлтӗм. Уроксенче вӗсем учительпе пӗрле микрозелене класри чӳрече янаххи ҫинче ÿстереççĕ. Унтан вӑл пире ун ҫинчен хӗрсе кайсах каласа пама тытӑнчӗ. Мана интереслӗ пулса кайрӗ, эпӗ информацие шырама тытӑнтӑм. Микрозелень ҫитӗнтерес шухӑш пире унта чи пӗчӗк тӑкак кирлӗ пулнăран килӗшрӗ. Ку бизнеса пысӑк укҫа-тенкӗ кирлӗ мар, - каласа парать Лиля.
Малтан ку эксперимент пулнă, вӑл часах тупӑш кӳрекен хавхаланӑва куҫнă. Лампӑсем айӗнчи стеллажсем ҫинче хӗвелҫаврӑнӑш, пӑрҫа, руккола, редис, кресс-салат, брокколи т. ыт. те ӳсеҫҫӗ.
— Малтан эпӗ икӗ лоток лартма хӑтланса пӑхрӑм, вӑл мӗн иккенне пӗлес терӗм. Чи малтан эпир пӑрҫа ӳстертӗмӗр. Пире килӗшрӗ. Ку питӗ усӑллӑ продукт пулнине асӑрхарăмăр. Калчасене пӗчӗк ҫӳлӗк çинче ҫитӗнтерме тытӑнтăм, унтан мӑшӑр пысӑк стеллажсем турĕ. Яланхи йӗркепе эпир халӗ ултӑ культура ҫитӗнтеретпӗр. Пӗтӗмӗшле илсен, культура вунӑ куна яхӑн ӳсет. Кӑшкарути пек культура питӗ вӑрах ӳсет. Унсӑр пуҫне вырӑнти кафесем валли базилик ҫитӗнтеретпӗр, ӑна пицца хатӗрленӗ чухне усӑ кураҫҫӗ. Чиа вӑрлӑхӗ ӳстертĕмĕр. Халӗ мятăпа кӑшкарути ӳстерме хӑтланса пӑхатпăр. Ҫавӑн пекех ешĕл сухан ҫитӗнтеретпӗр, ăна хӑвӑрт туянаççĕ, уйрӑмах праҫниксенче, — малалла каласа парать Лиля.
Усӑллӑ та ҫӗнӗ продукцие вырӑнти кафесем хаваслансах илеҫҫӗ, районта пурӑнакансем хӑйсем те час-часах ешерекен лотоксем туянаҫҫӗ. Ӳсентӑрансен ҫамрӑк хунавӗсемпе салатра, яшкара, пиццӑра усӑ кураҫҫӗ, вӗсене ӳстерме ҫӗр кирлӗ мар, ун вырӑнне ятарлӑ агроватӑпа усӑ кураҫҫӗ. Вӑл хими тӗлӗшӗнчен таса, ансат, пысӑках мар тымар системӑллӑ культурӑсене юрӑхлӑ тата нӳрĕк нумай тытать.
— Уйрӑмах микрозелене пӑхма ачасене килӗшет. Хӑш-пӗр тавар илекенсем хӑйсен ачисем пӗчӗк калчасене юратса пӑхни ҫинчен каласа параҫҫӗ. Ҫак культурӑсем пурте хӑйсен ҫамрӑк ҫимӗҫӗсене килӗшнӗ пек туйӑнаҫҫӗ. Асӑннӑ продукт усси ҫинчен калас пулсан, микрозелень те, ытти ешӗл курӑк пекех, усӑллӑ, анчах ҫамрӑк хунавсенче витаминсемпе минералсен концентрацийӗ пысӑк ӳсентӑрансенчен темиҫе хут ытларах. Микрозеленьте иммунитет валли кирлӗ витаминсем нумай, ҫакӑ хӗллехи тата ҫурхи тапхӑрта питӗ кирлӗ. Ҫынна организма усӑллӑ микроэлементсемпе тултарма кунне 15-30 грамм микрозелень ҫитет. Микрозелень ачасене питӗ килӗшет, пуринчен ытла вӗсем пӑрҫапа хӗвелҫаврӑнӑш ытларах юратаҫҫӗ. Майӗпен сарӑлатпӑр эпир. Микрозелень ҫинчен ҫынсем ытларах та ытларах пӗлеççĕ те ытларах заказ пама тытӑнаççĕ. Яланхи клиентсем те пур. Микрозеленьтен пӗтӗм тупӑша эпир ҫак бизнесӑн малашнехи аталанӑвне хыватпӑр. Планра шӑвармалли системӑллӑ, лампӑллӑ завод стеллажӗ туянасси, - палӑртать Лиля.
Микрозелень ял хуҫалӑхӗнче малашлӑхлӑ ҫул-йӗрĕ. Лиляпа Андрейӑн планĕнче ҫак продукципе кӳршӗри районсене тухма, ҫынсем ҫӗнӗ пахча ҫимӗҫпе ешӗл ҫимӗҫ ҫиме пултарччӑр тесе, вӗсен сӗтелĕ ҫине килсе лариччен пиншер километра яхӑн килмелле ан пултăр.
Неля САБАХОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Неля Сабахова.