Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Сывлӑха ҫирӗплетĕр Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕШкул ачисем пушар чаçĕнче экскурсинче пулнăПушкӑрт ҫыннисене "ПрофФест"-2025 ваканси ярмăрккине чӗнеҫҫӗ"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕЛюбимова музейсемпе библиотекӑсене модернизацилени çинчен Путина пӗлтернӗИнструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклă
Пур хыпар та
10
Экономика
12 Апрелӗн 2024, 13:54

Уфара импорта улӑштаракан автомобильсен присадки кăларакан завод пулӗ

Проекта пурнӑҫлама пуҫарнипе "Уфари экспериментальнӑй хими продукчӗсен завочӗ" АО тухнӑ.

Уфара импорта улӑштаракан автомобильсен присадки кăларакан завод пулӗ
Уфара импорта улӑштаракан автомобильсен присадки кăларакан завод пулӗ


2029 ҫул тӗлне Уфара хамӑр ҫӗршывра автомобиль бензинӗпе сӗрмелли материалсем тума присадкă кăлармалли завод тума палӑртнӑ. Предприяти продукцийĕ импорт аналогӗсене улӑштарĕ, пӗлтерет Пушкӑрт правительствин пресс-служби.

Проекта пурнӑҫлама пуҫарнипе "Уфари экспериментальнӑй хими продукчӗсен завочӗ" АО тухнӑ. Предприяти производство линийӗ тума 150 млн тенкӗ инвестици хывма хатӗр. Инвестор производство пӳлӗмне 20 пин тӑваткал метр, административлӑ-йӑла комплексӗ, лабораторисем, складсем тума палӑртать тата 30 ытла ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме хатӗрленет. Проектӑн социаллӑ тата экономика пӗлтерӗшне шута илсе, ҫӗр пурлӑх министерстви ансатлатнӑ процедура тӑрӑх 7,5 гектар лаптӑкӗпе, проекта импорта улӑштарма палӑртнӑ май, ҫӗр лаптӑкӗсене уйӑрса панӑ. Предприяти мотор ҫӑвӗ тума 1 пин тонна ытла присадкă кăларма пултарать. 2026 ҫул тӗлне производство линийӗ ĕçлесе кайӗ, 2029 ҫул тӗлне завода тӗппипех туса пӗтерӗҫ.
Сăнÿкерчĕкĕ: "Башинформ" ИА архивӗнчен.

https://www.bashinform.ru/news/economy/2024-04-11/v-ufe-poyavitsya-zavod-po-vypusku-importozameschayuschih-avtomobilnyh-prisadok-3723903

 

Уфара импорта улӑштаракан автомобильсен присадки кăларакан завод пулӗ
Уфара импорта улӑштаракан автомобильсен присадки кăларакан завод пулӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: