Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
24 Апрелӗн , 10:45

Байкал-Амур магистралӗ тӗп пӗлтерӗшлӗ транспорт коридорӗ пулса тӑнӑ, палăртнă Путин

#владимирпутин

Байкал-Амур магистралӗ тӗп пӗлтерӗшлӗ транспорт коридорӗ пулса тӑнӑ, палăртнă Путин
Байкал-Амур магистралӗ тӗп пӗлтерӗшлӗ транспорт коридорӗ пулса тӑнӑ, палăртнă Путин

#владимирпутин
Байкал-Амур магистралӗ хӑй вӑхӑтӗнче Раҫҫее ҫӗнӗ рыноксем уҫма пулӑшнӑ, тӗп пӗлтерӗшлӗ транспорт коридорӗ пулса тӑнӑ, - пӗлтернӗ РФ Президенчӗ Владимир Путин.
"Байкал-Амур ҫулӗсен чиккинче Раҫҫей экономикине Азипе Лӑпкӑ океан регионӗн рынокне уҫма пулӑшнӑ, пӗтӗм Еврази валли шанчӑклӑ транзит маршрутне тивӗҫтернӗ. Транссибпа пӗрлӗхлӗ ҫыхӑнура наци ҫеҫ мар, тӗп пӗлтерӗшлӗ стратегилле транспорт коридорӗ пулса тӑнă", - тенӗ вӑл Байкал-Амур магистралӗ тума пуҫланӑранпа 50 ҫул ҫитнине халалланӑ чаплӑ мероприятире.
Путин Байкал-Амур магистралӗ Хӗвелтухӑҫ Ҫӗпӗрпе Инҫет Хӗвелтухӑҫне, Раҫҫей ҫурҫӗрне алла илес тӗлӗшпе пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртнă.
"Кӑмрӑк, тимӗр тӑпри, тӑхлан, ылтӑн, пӑхӑр, молибден, нефть тата газ пуян вырӑнĕсене ӗҫе кӗртме ирӗк пачĕ. Комбинатсемпе заводсем, фабрикӑсем, хамăр çĕршыв промышленноҫне вӑрах вӑхӑтлӑх аталантарма ҫак хӑватлӑ чӗртавар базине хута ямалла", - тенӗ вӑл.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/73928/photos/75777
https://ria.ru/20240423/putin-1941862218.html


материалĕсем тӑрӑх.

 

Байкал-Амур магистралӗ тӗп пӗлтерӗшлӗ транспорт коридорӗ пулса тӑнӑ, палăртнă Путин
Байкал-Амур магистралӗ тӗп пӗлтерӗшлӗ транспорт коридорӗ пулса тӑнӑ, палăртнă Путин
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: