Çутă çул
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Экономика
24 Апрелӗн , 11:50

Пушкӑрт делегацийӗ Дубайри пӗтӗм тӗнчери бизнес-форумра ӗҫлет

Кун пирки Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ соцсетьсенче каласа панӑ.

Пушкӑрт делегацийӗ Дубайри пӗтӗм тӗнчери бизнес-форумра ӗҫлет
Пушкӑрт делегацийӗ Дубайри пӗтӗм тӗнчери бизнес-форумра ӗҫлет

Кун пирки Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ соцсетьсенче каласа панӑ. Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, ку пысӑк ӗҫ, унта бизнес представителӗсем, официаллӑ ҫынсем тата пӗтӗм тӗнчери организацисем хутшӑнаҫҫӗ. Республикӑпа кунта паллаштарни пысӑк чыс.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Владимирович Путин Арабсен Пӗрлешӳллӗ Эмирачӗсене араб тӗнчинче пирӗн ҫӗршывӑн суту-илӳ партнерӗ тесе каланă. Пушкӑртстанри тулашри суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗнче ОАЭ улттӑмӗш вырӑн йышӑнать. Пӗлтӗр ҫеҫ тавар ҫаврӑнӑшӗ пилӗк хут ҫурӑ ӳснӗ. Ку питӗ лайӑх кӑтарту.
- Эпир ҫӳллӗ технологисен, спорт тата туризм сферинче пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлессине хастар аталантаратпӑр, - палӑртнă Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ. - Эпир пысӑк ӗҫ тума тӗлленӗ, нумай ӗҫлӗ тӗлпулусем ирттерме палӑртнӑ. Ҫак масштаблӑ форума хутшӑнни пирӗн регион валли ҫӗнӗ майсем уҫса парасса, пӗрлешӳллӗ ҫӗнӗ проектсем пуҫарасса шанса тӑратпӑр.
https://mgazeta.com/news/novosti/2024-04-23/delegatsiya-bashkirii-rabotaet-na-mezhdunarodnom-biznes-forume-mir-vozmozhnostey-v-dubae-3739237

 

Пушкӑрт делегацийӗ Дубайри пӗтӗм тӗнчери бизнес-форумра ӗҫлет
Пушкӑрт делегацийӗ Дубайри пӗтӗм тӗнчери бизнес-форумра ӗҫлет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: