Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Экономика
23 Майӑн , 12:12

Пушкӑрт фермерӗ хӑйӗн фирма брендне аталантарать

Пушкӑртри Белокатай районӗнчи Николай Никитин предприниматель "Мясные деликатесы" фермер продукчӗсен брендне аталантарать.

Пушкӑрт фермерӗ хӑйӗн фирма брендне аталантарать
Пушкӑрт фермерӗ хӑйӗн фирма брендне аталантарать

Пушкӑртри Белокатай районӗнчи Николай Никитин предприниматель "Мясные деликатесы" фермер продукчӗсен брендне аталантарать. Кун пирки Радий Хабировăн бизнеспа хутшӑнмалли ушкӑнĕнче Белокатай районӗн бизнес-шерифĕ Альберт Шафиков каласа панӑ.
Николай Никитин Новобелокатайра 2018 ҫулта ҫӑкӑрпа булка изделийӗсен цехне уҫнӑ. 2022 ҫулта "Предприниматель сехетне" хутшӑннӑ, унта аш-какай ҫурма фабрикачӗсен производствине йӗркелеме пуҫарупа тухнӑ. Бизнес-проект пулӑшу илнӗ – Емаши ялӗнче предпринимателе ҫӑмӑллӑхлӑ условисемпе, малашне тӳлесе илме май пур условипе, ҫурт-йӗр тара панă.
Паян Николай Никитин фермер продукцийӗн куравне ялан хутшӑнакан ҫын. Унӑн фермер продукчӗсен "Мясные деликатесы" брендне лайӑх пӗлеççĕ. Унӑн продукцине Новобелокатай тата Большеустьикинское ялӗсенчи фирма лавккисенче туянма пулать, предприниматель Уфара фирма лавккине уҫма шутлать.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Радий Хабировăн бизнеспа хутшӑнмалли ушкӑнĕ.

https://www.bashinform.ru/news/social/2024-05-22/fermer-iz-bashkirii-razvivaet-svoy-firmennyy-brend-3778708

 

 

Пушкӑрт фермерӗ хӑйӗн фирма брендне аталантарать
Пушкӑрт фермерӗ хӑйӗн фирма брендне аталантарать
Пушкӑрт фермерӗ хӑйӗн фирма брендне аталантарать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: