Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Экономика
24 Майӑн , 11:52

Пишпÿлекре Пӗтӗм Раҫҫейри "Бизнес хӗрарӑмĕсем" общество организацийӗн представительстви уҫӑлнӑ

Майӑн 22-мӗшӗнче Пишпÿлекре Пӗтӗм Раҫҫейри "Бизнес хӗрарӑмĕсем" общество организацийӗн представительстви уҫӑлнӑ.

Пишпÿлекри "Мир вкуса" кафере Пӗтӗм Раҫҫейри "Бизнес хӗрарӑмӗсем" общество организацийӗн муниципалитетра уҫма палӑртнӑ чаплӑ мероприяти иртнӗ. Мероприятие 55 хӗрарӑм-предприниматель кăна мар тата ыттисем те хутшăннă. Подразделенин ертÿçи Анна Захарова пулнă.
Районти бизнес-пӗрлӗхӗн пурнӑҫӗнче паллӑ пулӑма пула тренингсемпе мастер-классем йӗркеленӗ. Уфа хулинчи экспертсем Елена Князева, Ксения Нехороших тата Светлана Нечаева уҫнӑ чухне хӑйсен хаклӑ пӗлӗвӗпе ӑнӑҫлӑ та усӑллӑ бизнес тӑвас ӗҫре опычӗ ҫинчен каласа панă.
Мероприятие хутшӑнакансем алӗҫ изделийӗсен куравне йӗркеленӗ, тренинга хастар хутшӑннӑ.
Хальлĕхе "Бизнес хӗрарӑмӗсем" представительствине Пишпулекри тӑхӑр хӗрарӑм-предприниматель кӗнӗ.
Раҫҫей предпринимательствинче хӗрарӑмсен шучӗ ҫулсерен ӳссе пырать. Хӗрсем, хӑйсен ӗҫне пуҫласа, интереслӗ кӑна мар, обществӑшӑн усӑллӑ бизнес аталантарма тӑрӑшаҫҫӗ.
Раҫҫейри "Бизнес хӗрарӑмӗсем" общество организацийӗн Пишпÿлек уйрӑмне уҫни предпринимательлӗх пуҫарӑвӗсене ҫӗнӗ, пысӑкрах шая кӑларать. Вырӑнти организацин тӗп миссийӗ бизнес йӗркелес тата аталантарас енӗпе хӗрарӑмсене тӗрлӗ енлӗ пулӑшу, правасемпе интерессене хӳтӗлес, проектсене пурнӑҫлама инфратытӑм парасси пулса тӑрӗ.

Справка:

Пӗтӗм Раҫҫейри "Бизнес хӗрарӑмӗсем" общество организацийӗ 20 ҫул ытла пурӑнать тата вӗсене ҫӗнӗ шая тухма пулӑшас тесе ӗҫлӗ хӗрарӑмсене тӗрлӗ сферӑсенчен пӗрлештерет. Паян организацире Раҫҫей Федерацийӗн 53 субъекчӗн регионти уйрӑмӗсем шутланаҫҫӗ. Пушкӑртстан Республикинче Уфа, Стерлитамак, Кумертау, Октябрьский, Белорецк, Пелепей, халӗ Пишпÿлекре те представительство уҫнӑ.

Екатерина ЗАХАРОВА.

Сӑнӳкерчӗкӗсем: Екатерина Захарова.

Пишпÿлекре Пӗтӗм Раҫҫейри "Бизнес хӗрарӑмĕсем" общество организацийӗн представительстви уҫӑлнӑ
Пишпÿлекре Пӗтӗм Раҫҫейри "Бизнес хӗрарӑмĕсем" общество организацийӗн представительстви уҫӑлнӑ
Пишпÿлекре Пӗтӗм Раҫҫейри "Бизнес хӗрарӑмĕсем" общество организацийӗн представительстви уҫӑлнӑ
Пишпÿлекре Пӗтӗм Раҫҫейри "Бизнес хӗрарӑмĕсем" общество организацийӗн представительстви уҫӑлнӑ
Пишпÿлекре Пӗтӗм Раҫҫейри "Бизнес хӗрарӑмĕсем" общество организацийӗн представительстви уҫӑлнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: