Çутă çул
+9 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Экономика
28 Майӑн , 11:42

Радий Хабиров Раҫҫей тата Узбекистан регионĕсен Канашӗн ларӑвне хутшӑннӑ

Мероприятие Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин тата Узбекистан Республикин президенчӗ Шавкат Мирзиеев ирттернĕ.

Владимир Путин регионсем Раҫҫейпе Узбекистан хушшинчи пӗтӗм стратегилле партнерствине тата союзниксен хутшӑнӑвӗсене ҫирӗплетес ӗҫре тӗп вырӑн йышӑнса тӑнине, регионсем хушшинчи пӗрлӗхӗн чи анлӑ та нумай пӗлтерӗшлӗ малашлӑх пулнине палӑртнă.

Шавкат Мирзиеев регионсен шайӗнче 200 ытла пӗрлешӳллӗ проект пурнӑҫланнине, юлашки çичĕ ҫул хушшинче Узбекистанӑн Раҫҫейпе тавар ҫаврӑнӑшӗ 2,5 хут ӳснине палӑртнӑ.

Пушкӑртстанпа тухӑҫлӑ ҫыхӑнса ӗҫлени ҫинчен Канаш ларӑвӗнче Узбекистанри хӑш-пӗр облаҫсен ертӳҫисем каласа панă. Сӑмах пӗрлехи промышленноҫ, ялхуҫалӑх проекчӗсем ҫинчен пырать. 

https://mgazeta.com/news/novosti/2024-05-28/radiy-habirov-prinyal-uchastie-v-zasedanii-soveta-regionov-rossii-i-uzbekistana-3787968

Радий Хабиров Раҫҫей тата Узбекистан регионĕсен Канашӗн ларӑвне хутшӑннӑ
Радий Хабиров Раҫҫей тата Узбекистан регионĕсен Канашӗн ларӑвне хутшӑннӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: