Мероприятие стратегилле аталанӑва тата наци проекчӗсене халалланӑ.
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи Мускаври Канашӑн анлӑ ларӑвне хутшӑннӑ, ăна Владимир Путин ирттернӗ. Президент ҫӗршывӑн тӗп тӗллевӗ - халӑха упрасси, ҫынсен сывлӑхне ҫирӗплетесси тата Раҫҫей ҫемьисен ырлӑхне ӳстересси пулнине палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне, ҫакӑ кашни гражданин хӑйӗн пултарулӑхне уҫса пама, пурнӑҫ валли хӑрушсӑрлӑх хутлӑхӗ туса хума, экологие лайӑхлатма, экономика ҫирӗплӗхне ӳстерме, Раҫҫей технологи суверенитетне ҫирӗплетме май парать.
– Ҫу вӗҫлениччен наци проекчӗсене пӗр-пӗринпе йӗркелесе шайлаштармалла, - хушса хунă Владимир Путин.
Пушкӑртстанра нацпроектсене пурнӑҫлани хӗрсе пырать. Пӗлтӗр республикӑра ҫак тӗллевсем валли 42 миллиард ытла тенкӗ янӑ. Сӑмахран, регионта 33 тӗп объект туса пӗтернӗ, медицина учрежденийӗсенче хальхи оборудованин 4 пин ытла единицине лартнӑ, 17 культура объектне юсанӑ тата ытти те.
https://mgazeta.com/news/novosti/2024-05-30/radiy-habirov-prinyal-uchastie-v-rasshirennom-zasedanii-soveta-pri-prezidente-rossii-v-moskve-3790798